Юристсен наукăпа-практика конференци ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в научно-практической конференции, приуроченной ко Дню юристаРаштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Прокуратуринче йĕркелесе ирттернĕ наукăпа-практика конференци ĕҫне хутшăннă. Ку хутĕнче мероприятине Юристсен кунне халалланă.  

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев республикăри мĕнпур юристсене саламланă,  Чӑваш Республикин юридици пӗрлӗхӗн ӗҫченӗсем ҫӗршыв юриспруденцийӗн чи лайӑх йӑли-йӗркине малашне те чыслӑн аталантарса пырассине, право ӗҫӗн специалисчӗсене тата юридически служба ветеранӗсене пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, професси ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫитӗнӳсем тума каланă. Палăртнă служба ĕҫченĕсем тухăҫлă ӗҫлесе пынине те асăнса хăварнă регион Ертӳҫи. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путин витĕмлĕхне, авторитетне пула, ҫĕршыв ҫирĕп аталаннине, тĕнче шайĕнче те Раҫҫей хăватлăн вăй илсе пынине каланă республика Пуҫлăхĕ. Наци лидерĕн политики малашне те ӳсĕмсемпе ĕҫлесе пыма хавхалантарать тенĕ вăл.

 Кашни ҫынăн хăйĕн ĕҫĕнче таса чунпа, яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса халăх ырлăхĕшĕн тăрăшмалла.  Граждансене пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе тăратассишĕн ырми-канми вăй хумаллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ. «Тăван ҫĕршывшăн, Чăваш Республикишĕн, регионта пурăнакансемшĕн тăрăшса ĕҫлесси –  пирĕн тĕп тивĕҫ», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Ӳлĕмрен те Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн юридици тытăмĕнче ĕҫлекенсене ырми-канми тăрăшма сĕннĕ. Ӗҫ тӑвакан тата саккун кӑларакан влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне тивӗҫтерес, патшалӑхпа бизнес интересӗсене, граждансен Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗнче палӑртнӑ прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлес тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫ питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха ҫавăрса.

Юридици ӗҫченӗсем халӑхӑн право пӗлӗвне ӳстермелли проектсемпе программӑсене пурнӑҫлама хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен пархатарлӑ ӗҫне пула Чӑваш Ене тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ парас енӗпе ҫӗршыври чи лайӑх регион тесен те йăнăш мар.

Михаил Васильевич Игнатьев республикăра наци проекчĕсемпе туллин ĕҫлесе пынине каланă.  Мĕнпур проектсем валли республика хыснинче сахал мар укҫа-тенкĕ ҫитес ҫулсем валли пăхса хăварнине хыпарланă.  

Наци рейтингĕнче Чăваш Ен инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе юлашки пиллĕк ҫул хушшинче чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă регион йышĕнче тăрать. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне патшалăх енчен чылай тĕрев куҫать. «Кашни организаци хăйĕн предприятийĕнче юрист тытса тăма пултараймасть.  Апла пулсан, регионти патшалăх ĕҫĕнче тăрăшакансен витĕм кӳме тăрăшмалла вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсене», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Регион Пуҫлăхĕ тăтăшах республикăри районсемпе хуласенче пулать, халăхпа курнăҫать. Юристсен тӳлевсĕр пулăшăвĕсемпе граждансем активлă усă курни сисĕнет. Кашни уйăхрах Пĕрлехи информаци кунĕсем иртеҫҫĕ, халăх ҫĕршыв Президентне, регион ертӳлĕхне шанни, хисеплени куҫкĕретех.

Чăваш Республикин юридици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн докладĕнче паянхи куна пĕтĕмпе регионта 80 саккун йышăннине хыпарланă. Ытти документсем те сахал мар, вĕсем пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн ĕҫленине каланă. Наци проекчĕсемпе ĕҫлеме нормативлă право бази вăхăтра ҫĕнелсе пынине палăртнă министр. Социаллă пĕлтерĕшлĕ указсем пирки чарăнса тăнă ведомство ертӳҫи. Чăваш Енре граждансене пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассипе ҫыхăннă документсем самай пурнăҫа хăватлăн кĕрсе пынине палăртнă вăл.   

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский ведомствăн ĕҫ кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, хăш-пĕр ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă. Саккун аслă пулнине, граждансен прависен тата патшалăх хӳтлĕхне тивĕҫтернĕ май прокуратура право хуралĕн органĕсен ретĕнче уйрăм вырăн йышăнса тăнине, право хуралĕнчи мĕн пур тытăмăн правăна хирĕҫле пулăмсемпе кĕрешессипе ҫыхăннă ĕҫне йĕркелесе пырас тĕлĕшпе тĕп вырăнта тăнине каланă. Влаҫ органĕсем прокуратурăпа пĕрле  тухăҫлă ĕҫлени правăпа ҫыхăннă тăнăҫлăха, экономика аталанăвне, Чăваш Республикинче пурăнакансен  пурнăҫ шайĕпе пахалăхне лайăхлатассине тивĕҫтерме пулăшассине асăннă. Саккунлăха, право йĕркине ҫирĕплетессине пысăк тӳпе хывнă, хăйсен опытне ҫамрăксене паракан ветеранĕсене, ĕҫчешсене тав тунă Чăваш Ен прокурорĕ.

Чăваш Республикинчи Аслă Суд председателĕн ҫумĕ Галина Савелькина мероприятине пухăннисене саламланă, пуласлăхри тĕллевсемпе кĕскен паллаштарса хăварнă. Раҫҫей Федерацийĕн Юстици министерствин регионти Управленийĕн пуҫлăхĕ Ольга Никонова «Юстици»  патшалăхăн ҫĕнĕ программипе паллаштарнă. Паллă кун, мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс тата налук ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Юрий Кислов, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ Валерий Андреев тата ытти официаллă ҫынсем саламланă, право ӗҫӗн специалисчӗсене тата юридически служба ветеранӗсене пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, професси ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫитӗнӳсем суннă. Хисепе тивĕҫнисене ертӳҫĕсем  мероприятинче  патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.   

Фоторепортаж 



04 декабря 2019
07:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter