Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев «Ҫулталăк ҫемйи – 2019» республикăра ирттернĕ конкурсăн ҫĕнтерӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев наградил победителей республиканского конкурса «Семья года - 2019»Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев «Ҫулталăк ҫемйи  2019» республикăра ирттернĕ конкурсăн ҫĕнтерӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă. Паллă мероприятине И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче йĕркеленĕ.  

Ҫĕнтерӳҫĕсене чыслама пуҫличчен, чи малтанах регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев тĕрлĕ куравсене пăхса тухнă. Вăл  ачасен, ашшĕ-амăшĕсен ал ĕҫ ăстисен япалисене пысăка хурса хакланă.  Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕҫе кӳлĕнтерни, ӳссе ҫитсен те патшалăхшăн лайăх ĕҫсем  тума витĕм кӳнине палăртнă регион Ертӳҫи.  Ĕҫ кăмăл-туйăма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма та пулăшасса асăннă Пуҫлăх. Хăшĕ-пĕрисем, чăнласах та 2020 ҫулта Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине хатĕрленекен куравра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнасса палăртнă.

Уяв хăнисене, пуҫтарăннă ашшĕ-амăшĕсене, вĕсен ачи-пăчисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ăшшăн саламланă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсем тума сĕннĕ.    

Конкурса яланхиллех район, хула шайĕнче малтан йĕркелесе ирттереҫҫĕ. Каярах вара мала тухнисем республика шайĕнче хĕрӳ ăмăртаҫҫĕ. Регионта иртнĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисем Атăлҫи федераци шайĕнче пулакан меропрятине республика чысне хӳтĕлеме каяҫҫĕ.

«Тахҫан та тахҫан, совет саманисенче кун пек мероприятисем йĕркелесе ирттермен тесен те йăнăш мар. Халăх сĕнĕвне шута илсе мероприятине ирттерме тытăннă. Паянхи пурнăҫшăн уяв пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ, конкурса ҫемйесем хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ.  Ҫемье йăли-йĕркисене упраса хăварма та меллĕ»,  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Паян ҫемье институтне ҫирӗплетессине, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине патшалӑхӑн социаллӑ пурнӑҫпа эконо­мика политикин тӗп ҫул-йӗрӗ тата Раҫҫее малалла кал-кал аталантармалли чи кирлӗ услови тесе йышӑннӑ. Чӑваш Енре со­ци­аллӑ пурнӑҫ, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗренӳ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви сферисенче ҫемьесене пулӑшу парас, вӗсене со­­циаллӑ хӳтлӗх кӳрессине вӑйлатас, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхлас тӗллевсемпе йышӑннӑ патшалӑх программисем ӑнӑҫлӑ ӗҫ­леҫҫӗ.

Влаҫ органӗсемпе бизнес тата общественноҫ ҫемье йӑли-йӗркине анлӑрах сарас, туслӑ та ҫирӗп ҫемье хаклӑхӗсене ти­вӗҫлӗн сыхласа упрас енӗпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫлени ҫӗршывӑ­мӑр ырлӑхне ҫирӗплетсе пыма пулӑшать тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Михаил Игнатьев регионти демографи лару-тăрăвĕ пирки те чарăнса тăнă. Ҫемйесенче виҫҫĕмĕш е тата тăваттăмĕш ачасем ҫуралса пынине каланă.  20122016-мĕш ҫулсенче халăх йышĕ курăмлăнах ӳссе кайнине палăртнă республика Пуҫлăхĕ.

«Паян пулас ҫемйесене витĕм кӳме тăрăшмалла, ача тĕп пуянлăх пирки ăнлантарса памалла. Телей шăпах та – ачасенче пулнине каламалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Унăн шухăшĕпе халăх килĕшнĕ, пĕр майлă пулнă.  

Кăҫал Чăваш Енре социаллă политика ҫине бюджетран 14 миллиард тăкакланине пĕлтернĕ вăл.  Ҫитес ҫул валли бюджета йышăннă. Вăл ĕҫ хутĕнче те ҫителĕклĕ таран социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама укҫа уйăрнине хыпарланă сăмаха ҫавăрса.  

«Халăха упрасси, ăна валли пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси  патшалăхăн тĕп политики пулса тăрать тесе палăртать Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин. Наци проекчĕсем, федераци, регион программисем пĕтĕмпех пурнăҫ условийĕн шайне ырă енне куҫарса пыма витĕм кӳреҫҫĕ»,  тенĕ Михаил Игнатьев.   

Кăҫал республика кункурсĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Шишовсен ҫемйи мала тухнă. Вĕсем ҫичĕ ача пăхса ҫитĕнтереҫҫĕ. Мăшăрсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаҫса  16 ҫул пурăнаҫҫĕ.

«Ҫулталăк ҫемйи» конкурс Чăваш Республикинче 2004-мĕш ҫултанпа пырать.  Ҫултан ҫул ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ ӳсет. 2004-2019-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе 2692 ҫемйе хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Кăҫал вара 138 мăшăр хăйсен ăсталăхне пур енлĕн кăтартса пама килĕшнĕ.   

Паян ĕҫ династийĕсене те саламланă, мала тухнисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă, Шупашкар хулинче пурăнакан Волковсен династийĕ, Патăрьелĕнче пурăнакан Карягинсен династийĕ, Красноармейски районĕнчи Козловсен династийĕ, Ҫĕнĕ Шупашкарти Николаев-Самаровсен династийĕ, Шупашкар хулинчи Волковсен династийĕ,  Вăрнар районĕнчи Устимовсен династийĕ пысăк хисепе тивĕҫнĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Мала тухнисене ертӳҫĕсем патшалăх наградисене парса чысланă паянхи мероприятире.   

Фоторепортаж



04 декабря 2019
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter