Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ĕҫ тухăҫлăхĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан ТОП-20 регион йышне кĕнĕ

 Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви 2019 ҫулта пысăк должноҫри ҫынсем  тухăҫлăхне тата ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ҫитĕнĕвĕсене хакланă, пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн Раҫҫей Федерацийĕнчи субъектсене пĕтĕмпе 45 миллиард тенкĕллĕх грантcем пайласа пама йышăннă.  Ҫак пысăк тĕреве лайăх ĕҫлекен регионсене уйăрса панă. Пĕтĕмлетӳ рейтингĕнче 1-мĕш вырăнтан пуҫласа 50-мĕш вырăна тухнисене ҫеҫ пулăшу тивнĕ.  Чăваш Ен рейтингра хисеплĕ 17-мĕш вырăна тухнă. Федераци бюджетĕнчен Чăваш Республики 958 миллион та 686 пин тенкĕ илет.  Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Васильевич Игнатьевăн тата Чăваш Республикин Правительствин ĕҫне РФ Правительстви ҫав тери пысăк хак панă. Ку вара мĕнпур халăха, регионта пурăнакансене малашне те ҫитĕнӳсемпе ĕҫлеме тата та вăйлăрах хавхалантарса пырать.   

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн 2019 ҫулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 193-мĕш №-лĕ Указĕпе килĕшӳллĕн регионсене 15 критерипе хакланă.  Республикăра пурăнакансем Ертӳҫĕне шаннине, Раҫҫей Федерацийĕн Президентне пысăк хак панине тĕпрен шута илнĕ.  Граждансене валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесе тăратнине, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ вăй илсе пынине, халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ вăрăмланнине, хулан хутлăхне лайăхлатассипе йышăннă ĕҫсене пурнăҫланине, ҫынсене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтернине, экологи, вĕренӳ тата ытти сферăри ҫитĕнӳсене шута илнĕ.    

Палăртса хăваратпăр, мĕнпур критерисемпе Чăваш Ен малтисен вырăнĕнче тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Республика ытти субъектсемшĕн тĕслĕхре тесен те йăнăш пулмĕ.

РФ Строительство министерствин хаклавĕ тăрăх, Чăваш Енĕн тĕп хули – Шупашкар (205 балл), Канаш (201 балл), Етĕрне (193 балл), Улатăр (183 балл), Ҫĕнĕ Шупашкар (180 балл)  мала тухнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  хăйĕн сăмахĕнче РФ Строительство министерствин хаклавĕ малашне те ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳнине каланă. Республикăра хуласене вăй илсе пыма, пĕр пек лайăх условисем йĕркелесе панине ҫирĕплетет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Экология» наци проектне тĕпе хурса, республикăра чылай пысăк курăмлă ĕҫсем туса пынине асăннă вăл.  Пысăк кăтартусем Раҫҫейре, федераци округĕнче малти вырăна тухни те ҫакнах сăлтавлать тенĕ регион Ертӳҫи.   «Зеленый патруль» экологи енĕпе тимлекен обществăлла организаци экспертсен хаклавĕ тăрăх, Атăлҫи федераци тăрăхне кĕрекен регионсем хушшинче Чăваш Ен 2-мĕш вырăнта тăрать, РФ субъекчĕсем хушшинче 14-мĕш вырăна тухнă.  

Регионсен аталанăвне шута илсе  "Высшая школа экономики" (НИУ ВШЭ) тĕпчев университечĕн эксперчĕсен хаклавĕ тăрăх, Чăваш Ен хисеплĕ 2-мĕш вырăнта тăрать.

Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕсемпе Чăваш Республики тăтăшах малти вырăна тухнă, чи лайăх ĕҫлесе пыракан 20-регион шутне кĕнĕ.   

2011-мĕш ҫултан пуҫласа республикăра вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ куҫкĕретех ӳссе пынă. Вăтамран кăтарту 2018 ҫулта 72,95 ҫулпа танлашнă.  Регионта 85 ҫултан иртсе пурăнакансем 18 пинрен те иртнине асăннă регион Ертӳҫи.  Ҫĕр ҫул ҫитнисем – 100 ҫын шута илнĕ регионта.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫейĕн хăватлă аталанăвĕ ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пысăк тимлĕх уйăрнипе пулса пынине каланă.  Кашни ҫынăн, хăйĕн ĕҫĕнче яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса ĕҫлемеллине, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа ырми-канми тăрăшмаллине чĕнсе каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Тăван ҫĕршывшăн, юратнă Чăваш Республикишĕн, вырăнти халăхшăн тăрăшса ĕҫлесси – пирĕн тĕп тĕллев», - тенĕ Михаил Игнатьев.     

  



04 декабря 2019
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter