«Организацисем пысăк квалификациллĕ специалистсене кĕтеҫҫĕ, апла пулсан хамăрăн регионти аслă шкулсенчех профессионалсене вĕрентсе кăлармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Есть спрос работодателей на квалифицированных специалистов. Наша задача – подготовить их в стенах вузов»Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пулнă, «Совершенствование системы целевого обучения – путь к развитию кадрового потенциала в Чувашской республике» темăпа «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ.

Чи малтан палăртнă мероприятийĕн ĕҫне пуҫличчен, республика Ертӳҫи университетри вулавăша пăхса тухнă, унти лару-тăрупа паллашнă. «Чăваш Республикинчи чи пуян библиотека пирĕн.  Кăсăклă энциклопедисем чылай.  Условисем кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. Мĕнпур ҫамрăк вулавăша ҫӳреме, усăллă канашсем, кĕнекесем вуласа ăс-тăн тĕнчине пуянлатма пултарать», - тесе каласа кăтартнă И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов. Библиотекăра цифра технологийĕ вăй илсе пыни куҫкĕретех.

Уҫă калаҫăва пуҫланă май, Михаил Васильевич Игнатьев пурне те Пӗтӗм тӗнчери доброволец кунӗ ячӗпе саламланă. Ҫак уяв хастар чунлӑ ҫынсене, патшалӑхпа обществӑна усӑ кӳ­ме ӑнтӑлакансене пӗрлештерет тенĕ вăл. «Ырӑ тӑваслӑх юхӑмне Чăваш Ен ҫамрăкĕсем хапăл тусах хутшӑнаҫҫĕ. Волонтерсем медицина учрежденийӗсемпе социаллӑ учрежденисенче вӑй хураҫҫӗ, пысӑк мероприятисене тивӗҫлӗ шайра ирттерме пулӑшаҫҫӗ, ҫут ҫанталӑка хастарлӑн хӳтӗлеҫҫӗ, ҫӗршывӑмӑрӑн культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас тӗлӗшпе пахаран та паха ӗҫ тӑваҫҫӗ», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

Тĕп тема пирки сăмахланă май, паянхи пурнăҫ таппинче квалификациллĕ специалистсем ҫав тери пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, вĕсене предприятисемпе организацисен ертӳҫисем хăйсем патне хапăл тунине хыпарланă регион Пуҫлăхĕ.

Ялсенче, хуласенче кулленех ҫĕнĕ ҫуртсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута каяҫҫĕ.  Ҫынсем хăйсен ăс-тăн пуянлăхне мĕн ачаран ӳстерсе пыма тăрăшаҫҫĕ.  Ача сачĕсенче, шкулсенче пысăк технологисен витĕмлĕхне шута илсе вĕренсе пыраҫҫĕ. Апла пулсан пуласлăх та пирĕн пысăк пуласси куҫкĕретех тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ҫулсерен 700 ытла паха специалистсем пулса вĕренсе тухаҫҫĕ.  Пур-пĕрех хăшĕ-пĕрисем хăйсен профессипе ĕҫлеменни сисĕнкелет.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн докладĕнче паянхи куна, регионта учительсем валли патшалăх енчен чылай ҫăмăллăх пуррине пĕлтернĕ. Пултаруллă ҫамрăксем патне тимлĕх уйăрнине асăннă ведомство ертӳҫи. Патшалăх премийĕсем пур, вĕсене педагогсем час-часах тивĕҫнине пĕлтернĕ вăл.

Пӗлӳ тытӑмне аталантарасси – Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ. Республикӑри хуласемпе районсенче ку чухнехи инновациллӗ шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ, классене ҫӗнӗ хатĕрсемпе пуянлатаҫҫӗ, ачасене вӗ­ренме хавхалантармалли лайӑх майсем йӗркеленеҫҫӗ. Анчах темле пулсан та, вӗрентӳ ӗҫне чӑннипех кӑсӑк та илӗртӳллӗ тума, аудиторире ӗҫлӗ те пултаруллӑ лару-тӑру йӗркелеме тата ачасене пӗлӳ патне тур­тӑн­тарма пуҫаруллӑ та харсӑр, хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан вӗрентекен кӑна пултарать тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

2020-мĕш ҫултан пуҫласа «Земский учитель» программа вăя кĕрет.  Ялта ĕҫлекен учительсем  1 млн патшалăх пулăшăвне илейреҫҫĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче чылай актуаллă ыйтусем тавра сăмахланă.  Паха специалист пулас тесен, чылай вĕренмелле. Вĕрентекенĕн хăйĕн те пĕлӳ шайĕ пысăк пулмалла тенĕ сăмаха малалла тăснă май Шупашкар районĕнчи Кукеҫри лицейра ĕҫлекен Алексей Егоров.  Вăл физика, информатика предмечĕсене вĕрентет. Унăн шухăшĕпе Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 45-мĕш №-лĕ шкулта истори предмечĕпе тимлекен Александр Григорьев.  Урăх округран пирĕн тăрăха ĕҫлеме килнĕ яш республикăри условисене ырлать, юратнă ĕҫе хаваспах ҫӳренине пĕлтерет.

«Хула ҫав тери хитре. Кунтан ниҫта та каяс килмест.  Ҫĕпĕре те, Мускава та чун туртмасть.  Шкулта ушкăн кăмăллă. Пĕр-пĕринпе туслă килĕшсе ĕҫлетпĕр.  Мана кулленех тус-юлташсем пулăшсах пыраҫҫĕ, паха сĕнӳсем пама тăрăшаҫҫĕ», - тенĕ Александр Григорьев.

«Эсир вара чăн-чăн патриот. Тăван ҫĕршыва, тăван тăрăха юратни сисĕнет. Тепре чухне пирĕн халăх ют хуласене ĕҫлеме е пурăнма каяс тесе шухăшлать. Пысăк укҫа шыраса, тăван кĕтесе пăрахма пикенет. Ку пачах та, пит килĕшӳллĕ япалах мар. Эсир тĕслĕх вырăнĕнче.  Куншăн тав сире,  пуласлăх пысăк сирĕн», - тенĕ Михаил Васильевич Игнатьев.     

Фоторепортаж



05 декабря 2019
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter