Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери доброволец кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ волонтерӗсем!

Хаклӑ туссем!

 Сире Пӗтӗм тӗнчери доброволец кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв хастар чунлӑ ҫынсене, патшалӑхпа обществӑна усӑ кӳ­ме ӑнтӑлакансене пӗрлештерет.

Ҫывӑх ҫыншӑн тӑрӑшасси, пулӑшма яланах хатӗр пулни – пи­рӗн халӑхӑн паллӑ енӗсем. Ырӑ тӑваслӑх юхӑмне паян Раҫҫейри тӗрлӗ ӳсӗмри миллионшар ҫын хутшӑнать. Волонтерсем медицина учрежденийӗсемпе социаллӑ учрежденисенче вӑй хураҫҫӗ, пысӑк мероприятисене тивӗҫлӗ шайра ирттерме пулӑшаҫҫӗ, ҫут ҫанталӑка хастарлӑн хӳтӗлеҫҫӗ, ҫӗршывӑмӑрӑн культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас тӗлӗшпе пахаран та паха ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Чӑваш Республикинче ырӑ тӑваслӑх юхӑмне кӗрекен шкул ачисемпе студентсен 7 пӗрлешӗвне шута илнӗ. Вӗсен ретне вӑтам тата ҫулланнӑ ӳсӗмри ҫынсем, «кӗмӗл» волонтерсем ят илнисем, хас­тарлӑн хутшӑннине уйрӑмах палӑртма кӑмӑллӑ.

Мӗнпур доброволеца уҫӑ чунлӑ пулнӑшӑн, ыркӑмӑллӑхшӑн тата ҫӳллӗ шайри гражданла яваплӑхшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Ырӑ ӗҫсем, вӗсене эсир – хӗрӳ чӗреллӗ ҫынсем – тӑватӑр, тӑван республикӑпа ҫӗршывӑмӑр историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлаҫҫӗ.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, пысӑк пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, иксӗлми вай-хал, тӑнӑҫлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                          Михаил Игнатьев



05 декабря 2019
07:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter