Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паллă инстаграм-блогерсемпе тĕл пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с популярными инстаграм-блогерамиРаштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Мускавран, Санкт-Петербургран, Чулхуларан, Екатеринбургран, Уфаран, Хусантан, Шупашкартан, Волгоградран, Краснодартан, Ростова-на-Дону хулинчен, Оренбургран  килнĕ хăнасемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ҫамрăксем ҫӳлерех палăртнă хуласенчи Инстаграм социаллă сетьсене ертсе пыраҫҫĕ.  

Паллă блогерсем тĕнчипех анлă сарăлнă тесен те йăнăш мар. Пурнăç паян Интернетпа çав тери тачă çыхăннă.  Вăтамран вĕсен страницисене 2,7 млн ытла ҫын кĕрсе хăйсен шухăшĕсене палăртнине шута илнĕ. Ҫамрăк яш-кĕрĕм пирĕн хулана X5 Retail Group компани йĕркеленĕ тур мелĕпе килсе ҫитнĕ.  Ĕнер вĕсем «Акконд» фабрикăра пулнă, пылак таварсене курса тухнă. Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Республикин тĕп хулипе кĕскен паллашма та ĕлкĕрнĕ.  Хăнасем хула илемлĕ тесе асăннă, Раҫҫейри чи таса вырăн пулнине курса ĕнентĕмĕр тенĕ. Ҫамрăк яш-кĕрĕм хаваспах хăйсен лайăх шухăш-кăмăлĕ пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхне хыпарланă.  

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче чăнласах та хулан хутлăхне хăтлăлатас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине ҫирĕплетсе каланă.  Республикăн тĕп хулинче анчах мар, мĕнпур районĕсемпе ытти хуласенче те ҫакăн пекех тирпейлĕх хуҫаланать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Ку хутĕнче калаҫу блогерсемпе хăйне евĕр пулнă. Кашни ҫын хăйĕн шухăшне уҫҫăнах пĕлтерме тăрăшнă.  Ҫамрăксем туризм, коррупци, пурнăҫри ытти кулленхи ыйтусем пирки те чарăнса тăнă,  вĕсене регион Пуҫлăхĕпе пĕрле сӳтсе явнă. Чи юратнă тутлă апат пирки сăмахланă май, пурне те Пуҫлăх чăвашсен паллă–шӳрпине, шăрттанне, хуран куклине тутанса пăхма сĕннĕ.  Сăмах май, трактор, сăра музейĕсене кĕрсе курма каланă, ҫуллахи вăхăтра килес пулсан, Атăлăн ҫыранĕн хĕррипе тĕплĕнрех паллашма чĕнсе хăварнă.

Ҫамрăк яш-кĕрĕм республика Пуҫлăхĕнчен спорт пирки те ыйтса пĕлнĕ, ҫакăн пек илĕртӳллĕ те яштака пулас тесессĕн мĕн тумаллине, епле вăхăт ҫитерсе пымаллипе кăсăкланнă.  Республика Пуҫлăхĕн тĕп Инстаграмне хăвăрах ертсе пыратăр-и тесе те ыйтнă республика Ертӳҫинчен ҫамрăксем.  

Михаил Игнатьев хăйĕн тĕп ĕҫĕ пирки кĕскен каласа хăварнă, яваплăха туйса таса чунпа, саккунсене пăхăнса халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнине пĕлтернĕ вĕсене. Пушă вăхăт кăштах юлсан, тӳрех спорта халалланине палăртнă вăл. Инстаграма ертсе пыма ăна помощниксем пулăшнине пĕлтернĕ.  Социаллă сетьпе сахал мар ĕҫлемеллине, вăл вăхăта нумай тытнине асăннă Пуҫлăх. Ҫавăнпа та тепре чухне унăн пулăшуҫисем хапăл тусах витĕм кӳме тăрăшине палăртса хăварнă Ерӳҫĕ хăйĕн сăмахĕнче.

Х5 Retail Group Мускаври интернет-коммуникацисен ертӳҫи Максим Абрахимов  сăмаха малалла тăснă май, кун йышши мероприяти пуҫласа ирттернине асăннă.  Регионсене ҫитсе паллашма питĕ кăмăллă тенĕ вăл. Асăннă тур программи темиҫе куна тăсăлать. Апла пулсан, хăнасем пирĕн республикăпа тĕплĕн паллашса каясси куҫкĕретех.

Фоторепортаж 



06 декабря 2019
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter