Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Кадетсен Георгиевский балĕ иртнĕ

В столице Чувашии  состоялся XIII республиканский конкурс «Кадетский Георгиевский бал»Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Кадетсен Георгиевский балĕ иртнĕ. Республика шайĕнче иртнĕ мероприятине хутшăннисене саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев килсе ҫитнĕ. Паллă пулăма регионта 2007-мĕш ҫултан ирттерме пуҫланă.  Кашни ҫул 200 ытла ача асăннă мероприятине хутшăнма кăмăл тăвать.  Кăҫал бала Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине халалланă.

Хаваслă пулăма пуҫтарăннă ҫамрăк яш-кĕрĕме, ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ăшшăн саламланă.

Регион Пуҫлăхĕ уява пухăннисене тав тунă май, кадетсен балĕн тĕп тĕллевĕ – кăмăл-туйăм, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳресси тесе хакланă. Ачасем культурăна ăша хывса ҫитĕнсе пыччĕр тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Михаил Игнатьев республикăра кадетсен юхăмĕ ҫирĕп вăй илсе пынине палăртнă. Вĕсен пуласлăхĕ те пысăк тенĕ Ертӳҫĕ.  «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 57 шкулта пĕтĕмпе 208 кадет класне шута илнĕ.  Мĕнпур районсемпе хуласенче асăннă юхăм хăйне евĕр паха аталанса пырать.  Пурин те вĕсем пек ҫирĕп кăмăллă, ăс-тăнлă, пуян тавракурăмлă пулма вĕренмелле. Вĕсем ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕхре», - тенĕ вăл.   

Республика Пуҫлăхĕ кадетсене мухтанă, тав сăмахĕсем каланă. Вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене ачасене тĕрĕс ҫул ҫине тăма витĕм кӳнĕшĕн чыс та мухтав тенĕ Михаил Васильевич. Паянхи тĕлпулура ветерансене те ҫамрăк ăрăва воспитани парас ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă. Аслă ҫынсем тăтăшах кадетсемпе тĕл пулма тăрăшаҫҫĕ, хăйсен паха ĕҫ опычĕсене вĕрентсе хăварма пикенеҫҫĕ тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха тăсса.

 Михаил Игнатьев паянхи пурнăҫ таппинче регионта яш-кĕрĕме кирлĕ пек аталанса пыма хăтлă условисем ҫителĕклĕ таран хатĕрлесе тăратнине те асăннă. Тăван ҫĕршывăн юрăхлă ҫыннисем пулса ҫитĕнме вĕрентекенсем те тарăн пĕлӳ парса тивĕҫтернине каланă Пуҫлăх.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Шупашкарта 41-мĕш №-лĕ шкулта вĕренекен Диана Александровăна Раҫҫей Федерацийĕн Оборона Министерствин «Ҫĕнтерӳ парадне хутшăннăшăн» хисеплĕ медальне савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсеме палăрма сĕннĕ.    

Фоторепортаж



07 декабря 2019
13:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter