Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнчи «Театрлă Атăлçи» фестивалĕн ҫĕнтерӳҫисемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поблагодарил победителей окружного фестиваля «Театральное Приволжье» за творческие достижения Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнчи «Театрлă Атăлçи» фестивалĕн ҫĕнтерӳҫисемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ.  Паллă пулăма Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тата ытти ҫынсем хутшăннă.  

Фестивалĕн сакăн номинацийĕнче Чăваш Енĕн ҫамрăкĕсем тăваттăшĕнче ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕ, пысăк хисепе илсе, республика сумне ҫӳле ҫĕклеме пултарнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ҫамрăк яш-кĕрĕме мухтанă, пысăк ăнăҫусем тунăшăн Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп хучĕпе чысланă. «Эсир пулас ăрăвăн кăтартăвĕ. Сирĕнте шăпах та, Чăваш Ен, Раҫҫей мăнаҫлăхĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.   

Уҫă тĕлпулура ҫамрăксем регион Пуҫлăхĕпе ăшшăн калаҫнă, хăйсен шухăш-кăмăлĕсем пирки хыпарланă.  Раштав уйăхĕн 9-12-мĕш кунĕсенче ЧПУ Культура керменĕнче Раҫҫейри ҫамрăксен юхăмĕ ирттерме витĕм кӳрекен театр фестивальне пырса курма йыхравланă ҫамрăк яш-кĕрĕм республика Пуҫлăхне.

Пĕр пухăннă пек чухне пуласлăхри тĕллевсене те сӳтсе явнă.  Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче ҫамрăксене аталанса пыма республикăри патшалăх театрĕсенчен пĕринче тӳлевсĕрех пултаруллăха аталантарма, ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртме пӳлĕм уйăрса пама хатĕррине хыпарланă. Калăпăр, регионти Ҫамрăксен   театрне нумаях пулмасть тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ.  Унти ушкăн ҫамрăк пулас артистсене республикăри районсемпе хуласене ҫитсе халăха спектакльсене кăтартса пама ятарлă автобус парса пулăшассине те пĕлтернĕ вăл. Республика Ертӳҫи паянхи пурнăҫ таппинче, ялти культура ҫурчĕсем хуларисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине, тепре чухне лайăхрах та пулнине,  кĕвĕ тата ытти хатĕрсем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăнине асăннă.   

Уҫă тĕлпулăва хутшăннисем республика Пуҫлăхне мухтанă, Правительство культура пайне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Сăмах май, «Театрлă Атăлçи» проект пĕлтерĕшĕ хăватлă тесе асăннă вĕсем.  «Паян ҫакăн пек тĕлпулу йĕркелени пирĕншĕн питĕ кăмăллă. Хамăр ҫинче пĕлтерме пултартăмăр.  Чăваш Ен пирки тата та ытларах ырăпа асăнаҫҫĕ.  Пĕлсех тăратăп, пурсăмăра та ҫак проект пĕр чăмăра пухма пултарчĕ.  Эпир ытти регионсенчи ҫамрăксемпе паллашрăмăр. Вĕсен паха ĕҫне курса киллентĕмĕр.  Пире пысăк балл лартни малашне тата та ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма хавхалантарса ячĕ»,  - тенĕ «Абрикосовый сад» театр ертӳҫи Антон Савельев.  

«Пурте савăнăҫлă. Проект ăнăҫлă пулса тухрĕ.  Енчен те Атăлҫи федераци округĕнче тата та ҫак проекта малашне те вăй илтерсе пырсан, пире тата та лайăх пулĕ.  Чăваш Ен ҫамрăкĕсем хавхаланса мăнаҫланса тăраҫҫĕ. Пĕлсех тăратпăр, студентсем, шкул ачисем активлă пулнине, ҫакнах эпир спектакль курнă чухне те ĕнентĕмĕр», - тенĕ Шупашкарти 4-мĕш №-лĕ лицейре ĕҫлекен студийĕн ертӳҫи Руслан Медведев.  Палăртса хăваратпăр, Чулхулара раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Театрлă Атăлçи» фестивалĕн ҫĕнтерӳҫисене савăнăҫлă лару-тăрура чыслаҫҫĕ. Вăл мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров та хутшăнасси паллă.  Чи лайăх режиссерсем тата актерсем валли Мускава кайма, Раҫҫейри паллă спектакльсен ăстисемпе тĕл пулма тата вĕсен ăсталăхĕсемпе паллашма условисем йĕркелеҫҫĕ.  Хисепе тивĕҫнисене хамăр регионта та сумлăх чыслама тĕллев лартнă.   

Пĕлме: 

Шăматкун вара сасăлав кăтартăвĕсене те тӳрĕ эфирта пĕтĕмлетнĕ. "Чи лайăх шкул театрĕ" ята  Пушкăртстанри коллектив тивĕçрĕ, "Чи лайăх студент театрĕ" ята - пирĕн "Абрикосовый сад". "Чи лайăх режиссер" -  Дмитрий Миронов (ЧПУ).  "Студентсен театрĕн чи лайăх актерĕ" -  пирĕн Вячеслав Краснов. "Шкул театрĕсен чи лайăх актриси"  -  Шупашкарти 4- мĕш лицейри Роза Коробова.

Фоторепортаж



07 декабря 2019
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter