«Пирĕн тĕллев – пуласлăх пирки ытларах аса илтерсе, ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕҫе вĕренсе пырасси», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Наша задача – подготовить детей к трудовой деятельности, чтобы они без страха смотрели в будущее»Раштав уйăхĕн  7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев «Российское движение школьников как диалоговая площадка для решения проблем профессиональной навигации школьников» регионсен шайĕнчи ашшĕ-амăшĕсен форум ĕҫне хутшăннă.

Пысăк мероприятине «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче йĕркелесе ирттернĕ.  Форум ĕҫне пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенчи ашшĕ-амăшĕсен комитетĕнче тимлекен представительсем, обществăлла организацисенче тăрăшакансем тата та ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.

Мероприятине уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев форума хутшăнма кăмăл тунисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕсем пирки чарăнса тăнă Пуҫлăх. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс ҫул-йĕр ҫине тăма, патриотла воспитани парас ĕҫе витĕм кӳме чĕнсе каланă паллă пулăма пухăннисене. Кун йышши мероприятисем пĕр чăмăра пухăнса, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма та пулăшасса шанса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.      

«Пирĕн тĕллев – пуласлăх пирки ытларах та ытларах аса илтерсе тăрасси.  Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕҫе вĕренсе пырасси.  Вĕсен пĕр хăрамасăрах ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма тăрăшмалла. Паха пĕлӳ илсе, каярах аслă шкулсенчен вĕренсе тухса, ҫĕршыва юрăхлă ҫынсем пулса, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлеме вĕренесси те кун йĕркинчех тăмалла. Культурăра, спортра, социаллă сферăри кирек-епле тытăмра та ĕҫлесе тивĕҫлĕ кăтартусемпе палăрассишĕн ырми-канми ĕҫлемелле», - тесе чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.  Тĕлпулу вăхăтĕнчи уҫă калаҫусем те пуласлăхшăн усăллă пуласса палăртнă вăл.

Форум ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Енри Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хутшăннă.

Шупашкарта иртнĕ мероприятине  «Равенство возможностей» Фондăн президенчĕ Елена Ульянова,  Раҫҫейри шкул ачисен юхăмĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Наталья Иванова килсе ҫитнĕ.  Ертӳҫĕсем  хăйсен шухăш-кăмăлĕсемпе, ҫĕнĕлĕхсемпе, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă.

Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем тĕрлĕ ыйтусем ҫине титвĕҫлĕ хуравсем панă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев май килнĕ таран хăш-пĕр ыйтăвĕсене туххăмрах татса пама тăрăшнă.  Чылай ыйтăва хускатнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.    

Мероприяти вĕҫленнĕ хыҫҫăн, республика Пуҫлăхĕ аслă шкулсем, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсем, професси пĕлĕвне илме витĕм кӳрекен учрежденийĕсем хатĕрленĕ куравсен ĕҫĕпе паллашнă, вĕсене пысăк хак панă.       

Фоторепортаж

                                                                             



09 декабря 2019
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter