Чăваш Республикинче граждансене йышăнмалли пĕтĕм Раҫҫейри куна хатĕрленес ĕҫ хĕрӳ пырать

 Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раҫҫейĕпех граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли кун пирки ыйтăва сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, палăртнă мероприятине хатĕрленсе  йышăну кунĕсен яваплă специалисчĕсемпе ятарлă вĕренӳ пайĕсене те йĕркелесе ирттерни пирки хыпарланă.

Иртнĕ уйăхра икĕ хутчен программа епле ĕҫлеме пултарайнине тĕрĕслесе тест мелĕпе видео-конференц-ҫыхăну ирттернине палăртнă вăл.  Раҫҫей Федерацийĕнчи ытти субъекчĕсемпе те ҫыхăнăва тухма пултарнине тĕрĕсленĕ специалистсем.

«Вăл кун РФ влаҫ органĕсенче тăрăшакансем те ҫыхăнăва тухма плтарĕҫ.  Калăпăр, Мускавра пурăнакан пĕр-пĕр ҫын вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйту пирки те сăмах пуҫарма тен шут тытĕ», - тенĕ Юрий Васильев.

Заявленисене халăхран раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче 12:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен йышăнма пултараҫҫĕ.

«Питĕ тăрăшса хатĕрленмелле. Йышăну кунне кирлĕ пек тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе ирттермелле», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, 2013 ҫулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуҫласа кашни ҫулах Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Раҫҫей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче, РФ Президенчĕн Йышăну пӳлĕмĕнче, регионсенчи йышăну пӳлĕмĕсенче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаҫҫĕ.

Халăхран палăртнă кун ятарлă документпа (паспортпа) килĕшӳллĕн специалистсем ыйтусене пухаҫҫĕ.

Пĕлме: 2018 ҫулта Чăваш Енре патшалăхăн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен членĕсем 256 ҫынна харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тимлекенсем пурĕ 1556 ҫынăн ыйтăвĕсем ҫине хурав панă.   



09 декабря 2019
13:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter