«Тӳрĕ лини» эфира тухнă граждансен ыйтăвĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫирĕп тĕрĕслевре тытать

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Иртнĕ эрнере «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче граждансем хускатнă ыйтусем пирки чарăнса тăнă Ертӳҫĕ, вĕсене епле татса панипе кăсăкланнă.  

Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче ашшĕ-амăшĕсен форумĕ иртнĕ, ун чухне шăпах та пĕри Чăваш Енре нумай ачаллă ҫеамйесене, енчен те вĕсем ачасене опекăна илнĕ пулсан, удостоверени параҫҫĕ-и тесе ыйтса пĕлнĕ Пуҫлăхран.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Васильевич Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви ыйтупа туллин ĕҫлеме пуҫланă. «Удостоверени парса тивĕҫтермелли йĕркене тишкерсе тухрăмăр.  Ҫемьесем усрава ачасене илнĕ пулсан, вĕсем нумай ачаллисем йышне кĕреҫҫĕ.  Енчен те ҫемьесем опекăна ачасене илнĕ пулсан, вăл йĕркепе килĕшӳллĕн удостоверени пама ирĕк ҫук. Хальхи вăхăтра ҫĕнĕлĕхе кĕртсе хăварассипе ĕҫ хутне ҫĕнететпĕр», - тенĕ хăйĕн  сăмахĕнче Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев.  

Ку ыйтăва халăхсем тапратичченех уҫăмлатмалла пулнă сирĕн тесе каланă ведомство ертӳҫине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Паянхи канашлăва пухăннисем регионти пĕр обществăлла организацине республикăри спорт объектĕнче вĕренӳ урокĕсем ирттерме ирĕк паманни пирки ыйтăва сӳтсе явнă.  Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов хăйĕн сăмахĕнче «Свобода» обществăлла организацине эрнере ҫăмăллăх мелĕпе виҫĕ хутчен спорт объектне ҫӳреме ирĕк пани пирки хыпарланă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри Тĕрĕслевпе шутлав палати ыйтăва пăхса тухнă хыҫҫăн, хăш-пĕр ĕҫ хучĕсене йĕркене кĕртме тивет, анчах та вăл документ та обществăлла организацине пӳлĕм уйăрса памалли пирки пĕрре те сăлтавламасть тенĕ министр сăмаха малалла тăсса.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов паян планеркăра Тутаркассинчи ача садĕнчи лару-тăру пирки чарăнса тăнă. Ашшĕ-амăшĕсем асăннă учрежденире сивĕ тесе пăшăрханса пĕлтернĕ пуҫлăхсене. Тĕрĕслев тунă хыҫҫăн, ҫакă паллă: «Кăҫал хутса ăшăтмалли тапхăр пуҫланнă хыҫҫăн, ăшăпа объекта тĕп котельнăйран тивĕҫтернĕ.  Температурăна  - чăнласах та, пĕчĕклетнĕ пулнă.  Шăмат кун валли лару-тăрăва уҫăмлатнă. Паян ачасем яланхи пекех ача садне кайнă», пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи.

Михаил Игнатьев поселокра блок-модуль котельнăй  халĕ те мĕншĕн ĕҫлеме пуҫламаннине ыйтса пĕлнĕ министртан.  Палăртнă тăрăх, газпа тивĕҫтермелли ятарлă ĕҫ хутне илмен. Апла пулсан, газ яман имĕш.  Республика Пуҫлăхĕ пăтăрмаха сӳтсе явма, айăплисене тупса палăртма хушнă.     

Паян канашлура «Солнечный» микрорайонти автомашина ҫулĕ пирки те ыйтăва тапратнă.  Ҫĕнĕ Шупашкарти  пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 11-мĕш №-лĕ шкул, хулари ача-пăчасен инфекци уйрăмĕн стационарĕ пирки те ыйтусем кун йĕркинче ҫивĕч тăнă.   Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкар  хушшинче троллейбус ҫулне уҫмалли пирки те калаҫнă ертӳҫĕсем.  Чăваш Республикин транспорт министрĕ Александр Николаев ыйтăва хуравласа ҫапла каланă: «Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăна вăл маршрут валли ятарлă троллейбуссем килсе ҫитеҫҫĕ. Планпа килĕшӳллĕн, ҫитес ҫул кăрлач уйăхĕнчен пуҫласа ҫĕнĕ лини хута кайĕ», -  тенĕ министр.  Планеркăра ытти ыйтусене те тарăн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.   



09 декабря 2019
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter