Мускавӑн тата Пӗтӗм Руҫӑн Ҫветтуй Патриархӗ пулма Кирилла шанса лартнăранпа 10 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Глава Чувашии принял участие в мероприятиях по случаю 10-летия интронизации Святейшего Патриарха Московского и Всея Руси КириллаКăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вырăс православи чиркĕвĕн Поместнăй соборне тата Мускав тата Пĕтĕм Руҫ Ҫветтуй Патриархне Кирилла интронизациленине 10 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Чаплă мероприяти Мускаври Кремль керменĕнче иртнĕ.

Чăваш Республикинчен палăртнă пулăма сумлă делегаци кайнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Федор, Канаш тата Тăвай районĕн епископĕ Стефан, Сĕнтĕрвăрри районĕн епископĕ Игнатий хутшăннă.

Пысăк зала пухăннисене чи малтан Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин саламланă.

Патшалăх Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче, асăннă пулăм хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. 2009-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн вĕҫĕнче Вырăс православи чиркĕвĕн Поместнăй соборĕ иртнĕ. Ун чухне шăпах та, Мускав тата Пĕтĕм Руҫ Патриархĕ пулма Кирилла йышăнса хăварнă.

Владимир Путин ҫак сăваплă ĕҫре Мускав тата Пĕтĕм Руҫ Патриархне пархатарлă пулнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă, унтанпа вунă ҫул ҫитнине асăнса саламланă.

«Ытти предшественниксем пекех Патриарх Кирилл ҫав тери хăватлă та сăваплă ĕҫ туса пырать. Унăн витĕмлĕхĕ халăхшăн паха, архипастырь тивĕҫне те ҫӳллĕ шайра тытса пырать. Христиансен пехилĕсене тĕпе хурса, ҫынсене ырă тума хушать, вĕрентсе пырать. Храма ҫул тытма чĕнет. Тĕне ĕненсе кулленхи пурнăҫра ялан ырă ĕҫсем тума хушать. Таса чунлă, пысăк тавра курăмлă ҫын пулма пил парать, Раҫҫейе унăн тулашĕнчи ҫĕршывсене те хисеплеме вĕрентет», – тесе каланă ҫĕршыв Президенчĕ.

Обществăра тĕрлĕ тĕн халăхĕсем пĕр чăмăра пухăнса пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнччăр тесе те сахал мар тăрăшаҫҫĕ православи иерархине пăхăнса пурăнакансем. Чи ансат та ҫивĕч, халăха хумхантаракан ыйтусене татса парас ĕҫре те вĕсен витĕмлĕхĕ ҫав тери пысăк тесе сăмаха малалла тăсса каланă ҫĕршыв Ертӳҫи.

Чиркӳ вăй илсе пытăр тесе, юлашки ҫулсенче чылай ĕҫленине палăртнă Раҫҫей Президенчĕ.  Каламасăрах паллă, ҫак ĕҫре пысăк тӳпе хураканнисем чиркĕве пăхăнса пурăнакансем. Вĕсен ĕҫне волонтерсем те хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ. Пурте ырă ĕҫ халăхшăн тума тăрăшаҫҫĕ. Патшалăх малашне те чиркӳпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тĕллев лартать. Ҫитĕнекен ăрушăн тĕн ыйтăвĕ пĕлтерĕшлĕ, яш-кĕрĕмĕн ҫынна хисеплеме пĕлни каяллах ырăпа таврăннине пĕлсе ӳсмелле.

Раҫҫей умне йывăрлăх кăларса тăратакан тĕрлĕ чĕнӳсем кăларса тăратаҫҫĕ. Эпир пурсăмăр та питĕ лайăх ăнланатпăр: пирĕн килĕшĕве тытса пымалла, пĕрлĕхре пулсан йывăрлăхсене парăнтарма ҫăмăлтарах, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма та лайăх пулĕ.  Ҫывăх ҫыннăмăрсене хисеплени, таса чунлă пулни, ашшĕ-амăшĕсене юратни, ачи-пăчисене тĕрĕс тĕкел ӳстерсе ҫитĕнтерсе, патшалăхшăн юрăхлă ҫынсем пулма вĕрентни, ҫĕршывăмăра хисеплени  – пурне ҫаксем пĕлтерĕшлĕ. Кун пирки ҫĕршыв Президенчĕ ҫирĕппĕн палăртса каланă. Ӳлĕмрен те Вырăс православи чиркĕвĕ тăнăҫлăха, килĕшĕве, мирлĕ пурнăҫа тытса пыма витĕм кӳрессе шанатпăр, халăхăн йăли-йĕрки, культура пĕлтерĕшĕсем ҫухалмасса ĕненетпĕр тенĕ патшалăх Ертӳҫи Владимир Путин.  

Фоторепортаж



01 февраля 2019
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter