Хĕрлĕ Чутай районĕнче пысăк технологиллĕ сĕт-ҫу производстви уҫăлнă

В Красночетайском районе введено в эксплуатацию новое высокотехнологичное молочное производствоНарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнă.

Унта Ертӳҫĕ «Коминтерн» СХПК ĕҫĕпе паллашнă.

 Кăҫал кăрлач уйăхĕнче, инвестици проекчĕпе килĕшӳллĕн, районта 1200 пуҫ сăвăнакан ĕне усрамаллăх пысăк комплексăн строительство ĕҫне вĕҫленĕ. «Коминтерн» СХПК председателĕ Альбина Новикова хăйĕн сăмахĕнче сĕт-ҫу фермин ҫĕнĕ комплексне хута яни – мăйракаллă шултра выльăхсен шутне ӳстерме май парать тенĕ.   Объект пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать, условисем чаплă, ĕҫлекенсене валли кирлĕ пек мĕн пур хатĕрсем ҫителĕклĕ йĕркелесе тăратнă. Пуласлăхра предприяти тата тепĕр ферма хута яма плана кĕртнине те хыпарланă вăл сăмаха май. Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, 600 пуҫ выльăх шутне ӳстерме май килĕ, ял хуҫалăхĕнче усă курăнакан техника та туянма аван пулĕ тенĕ ертӳҫĕ сăмаха тăсса.  Пысăк технологиллĕ ферма ĕҫне тĕпрен пăхса тухнă регион Пуҫлăхĕ. Ĕне сумалли аппаратсем ҫĕнĕ, технологи паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килет. Кирлĕ пек хыпарсем пĕтĕмпех компьютер ҫине тирпейленсе пыраҫҫĕ.

«Маларахри ҫулсенче ĕмĕтленме те пултарайман кун пек ансат ĕҫ пуласси пирки. Халĕ фермăри ĕҫсене пĕтĕмпех ҫирĕп йĕркепе сăнаса тăма пулать. Автоматика текен ăнлав малти вырăна тухса тăрать», – палăртнă республика Пуҫлăхĕ.

Палăртса хăвармалла, пысăк технологи витĕмлĕхне кура, ял хуҫалăх таварĕсен пахалăх шайĕ ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Ертӳҫи.  

Пĕлсе тăма:

«Коминтерн» СХПК инвестициллĕ проекчĕ темиҫе тапхăрпа пурнăҫа кĕрсе пырать. 2017 ҫулта 600 пуҫ выльăх усрамалăх пысăк ферма хута янă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерстви витĕм кӳнипе инвестици проекчĕ пурнăҫланать. Агропромышленноҫ комплексĕн пайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫи пулса тăнă ҫӳлерех асăннă проект. Объектăн мĕн пур хакĕнчен 25 процентне патшалăх саплаштарать.

Смета тăрăх объектăн виҫи 107,7 млн, вĕсенчен предприятийĕн харпăр хăй укҫи 21,5 млн. Хуҫалăх 86,2 млн кредит илнĕ.   

Чи пахи – предприятинче ҫĕнĕ комплекс хута янă хыҫҫăн, халăх валли ҫĕнĕ 12 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ.

 Фоторепортаж



01 февраля 2019
16:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter