«Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ–2019» Пĕтĕм Раҫҫейри уҫă ăмăртава Чăваш Республикинче 65 пин ытла ҫын тухнă

Почти 65 тысяч жителей Чувашии вышли на старт Всероссийской гонки «Лыжня России»Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикинче «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ-2019»  Пĕтĕм Раҫҫейри уҫă чупу иртнĕ. Кашни ҫул йăлана кĕнĕ тăрăх, республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче халăх йышлăн ăмăртăва тухать. Палăртма кăмăллă, кăҫал йĕтĕрпе чупма 65 пин ытла ҫын кăмăл тунă.

Чăваш Республикин тĕп хулинче йĕлтĕрпе чупса ăмăртассипе ăмăртусем аэропорт территорийĕнче иртнĕ. Торжествăлла мероприятине уҫнă ҫĕре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков, ăмăртусен тĕп судьи, II-мĕш Олимп вăййисен ҫĕнтерӳҫи, Раҫҫей спорт мастерĕ Лана Прусакова килсе ҫитнĕ.

Ăмăртусене пухăннисене саламланă май, республика Пуҫлăхĕ пурне те сывă пурнăҫ йĕркине тытса пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   

«Эсир питĕ ырă ĕҫ тăватăр. Кашни ҫул ăмăртусене хутшăнни хăйне евĕр савăнăҫ. Ҫемьепе тухни тата та хавхалантарать, спорта аталантарас ĕҫе пысăк витĕм кӳрет», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Сăмах май,Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ырă хыпар пĕлтернĕ спорт уявне пухăннисене. Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче пирĕн ентешĕмĕр, Анжелика Сидорова шестпа ҫӳллĕшне сикессипе чи лайăх 4 м. 91 см кăтартупа палăрнă, тĕнче шайĕнче ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫлĕ пулнă тесе хыпарланă.  Ырă тĕслĕх, пурне те савăнăҫ парнеленĕ.

«Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ» Пĕтĕм Раҫҫейри XXXVII-мĕш уҫă турнира Чăваш Енре Лана Прусакова старт панă.   Спортсменка пурне те хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ, ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.  

Ăмăртăва VIP-чупуран пуҫланă. Кайран пурте 3 ҫухрăма йĕлтĕрпе ăмăртма тухнă. Ҫак кун 5 ҫухрăмпа 10 ҫухрăм чупаканнисем те чылайăн пулнă.  

Яланхиллех мала тухнисене медальсемпе дипломсем парса чысланă.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕлтĕрпе ăмăртса  чупса килнĕ хыҫҫăн, халăхпа курнăҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.  Чи ватă ветерана, Геннадий Арсентьева ăмăртăва хутшăннăшăн мухтаса ырланă, унăн ырă тĕслĕхĕ ҫамрăксене спорта хисеплеме витĕм кӳнине палăртнă. Йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕ ята илнĕ сумлă ҫын, Геннадий Арсентьев хăй шухăшĕпе паллаштарнă: «Спорта юратмалла. Ку чи кирли. Усал ĕҫсемпе явăҫса каймалла мар. Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырсан, пурăнас ĕмĕр те тăсăлать», – тенĕ ветеран. Килте сахал лармалла, час-часах уҫăлса ҫӳремелле, кăмăла каякан спорта  хисеплемеле тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ сумлă ентешĕмĕр.  

Фоторепортаж



11 февраля 2019
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter