Чăваш кадет корпусĕнче пĕрремĕш форум пулса иртнĕ, республика шайĕнче йĕркеленĕ мероприятине Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ҫуралнăранпа 100 ҫул ҫитнине халалланă

Глава Чувашии приветствовал участников I республиканского кадетского форумаНарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш кадет корпусĕнче пĕрремĕш форум пулса иртнĕ, республика шайĕнче йĕркеленĕ мероприятине Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ҫуралнăранпа 100 ҫул ҫитнине халалланă.  

Пурĕ форума 500 кадет ытла хутшăннă. Вĕсемпе пĕрле вĕрентекенсем ытти хăнасем самай пухăннă.  

Паллă пулăм тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче мероприятине уҫнă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Раҫҫей Оборона министерствипе сахал мар ĕҫленĕ. Раҫҫей Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ витĕм кӳни куҫкĕретех. Пирĕн тăрăхра центр хута кайтăр тесе, тĕрлĕ мероприятисем тунă», палăртнă регион Пуҫлăхĕ.   

Кадетсене пуласлăхра пысăк ĕҫсем кĕтеҫҫĕ. Вĕренсе пĕтерсен, аслă пĕлӳ илме те вĕсене валли ҫул уҫă пулĕ,  право хуралĕнче, ҫарпа ҫыхăннă тытăмсенче, патшалăх тата муниципалитет службисенче те ĕҫлеме майсем тупăнĕҫ.   

Ӳлĕмрен форум кашни ҫул пулассине те асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене ачасене тĕрĕс воспитани парса пынăшăн мухтанă, РФ тивĕҫлĕ гражданĕсем пулма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Кадетсене яланхиллех лайăх вĕренме чĕнсе каланă.

Регионта «ЮНАРМИЯ» ҫамрăк патриотсен юхăмĕ вăй илсе пынине асăннă Пуҫлăх.   Мероприятинче «Юнармейская доблесть» ятарлă паллăна Шупашкарти 37-мĕш №-лĕ шкулта вĕренекен Александр Григорьева парса чысланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Форумра  Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетовăн мăнукĕн ачи Дмитрий Яковлев тухса калаҫнă. «Эпĕ те, пирĕн ҫемье те питĕ мăнаҫланатпăр. Чăваш кадет корпусĕ мăн асаттемĕр ячĕпе хисепленсе тăрать», тенĕ вăл, Чăваш Республикин Пуҫлăхне, ҫакăн пек пысăк капмар шкул регионта ҫĕкленнĕшĕн, тав тунă.    

Форум хыҫҫăн тӳрех республикăри Ашшĕсен канашĕпе Чăваш кадет корпусĕн Попечительсен канашĕн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ. Уҫă калаҫура хăнасем ҫамрăксене патриотизм темипе ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма вĕрентесси ҫинчен канашланă, вĕренӳ учрежденисемпе обществăлла организацисем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сӳтсе явнă.

Регионта кадетсен юхăмĕ епле аталанса пыни пирки Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов тарăн доклад туса панă. «20182019-мĕш ҫулсенче пурĕ регионта 195 кадет класĕсене шута илнĕ, вĕсенче 4097 ача ăс пухать. Пĕлтĕр кăна 177 кадет класне уҫнă, вĕсенче 4097 ача хăйсен ăсталăхне туптать»,тенĕ Чăваш Ен вĕренӳ министрĕ.      

 Мероприятине кĕртнĕ тĕп планăн кун йĕркинчи ыйтăвĕсемпе килĕшӳллĕн, Чăваш кадет корпусĕн директорĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Юрий Маслов тишкерӳллĕ доклад туса панă.    

Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов тата ытти хăнасем калаҫнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, регионти Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин обществăлла организацийĕн ĕҫĕсемпе паллаштарнă.  «Пире яланах кĕтеҫҫĕ, сĕнӳсене ăшă кăмăлпа шута илеҫҫĕ, тĕпе хума тăрăшаҫҫĕ», тенĕ вăл.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев кадетсене вĕрентӳ пайне мĕнпур енчен тулли хатĕрлесе ҫитермеллине асăннă. Сăмах май, шкулта ĕҫлекенсен шалу укҫине ӳстермелли пирки те чарăнса тăнă.  Палăртнă тăрăх, кăҫал ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  15 процента ҫити хăпармалла ĕҫ укҫин виҫи, авăн уйăхĕн пуҫламăшĕнчен тата та 15 процент ӳсесси паллă тенĕ вăл сăмаха тăсса.   Попечительсен канашне бюджетран кĕмен укҫа-тенкĕне те явăҫтарма сĕннĕ, ятарлă фонд йĕркелесен вырăнлă пулнă пулĕччĕ, чи хастар та, пултаруллисене тепре чухне вăл пулăшуран кăштах та тĕрев пама майсем пулĕҫ тенĕ.

Михаил Игнатьев вăл кун тĕрлĕ куравсене пăхса хакланă, вĕсен пĕлтерĕшĕсем пирки чарăнса тăнă. Ачасене хӳтĕлемелли кун республикăра Пĕрремĕш канал «Стань первым!», ыр кăмăллăх акцине ирттерме плана кĕртнине те пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Ҫак кун Чăваш кадет корпусĕпе Попечительсен канашĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Форум ĕҫĕнче тĕрлĕ темăсемпе куравсем ĕҫленĕ, ҫамрăк яш-кĕрĕм «Бал четырех Побед» республика шайĕнче йĕркеленĕ ташăсен конкурсĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартса панă. 

Фоторепортаж



11 февраля 2019
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter