Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанта РФ Патшалăх канашĕн анлă ларăвне хутшăнать

Глава республики Михаил Игнатьев примет участие в расширенном заседании президиума Государственного совета Российской ФедерацииНарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанта ĕҫлĕ канашлăва хутшăнать. Ертӳҫĕсем унта ҫурт-йĕр рынокĕн аталанăвĕпе, хулан хутлăхне хăтлăлатассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе яваҫҫĕ.

Мероприятийĕн кун йĕркинче ҫавăн пекех транспорт тата социаллă сферăн инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарас, ҫурт-йĕрсем хăпартса лартма ҫĕрсене пăхса хăварас, строительство пайне модернизацилес, объектсем ҫĕклекенсене кирлĕ пек условисемпе тивĕҫтерес, нормативлă право базине ҫĕнетес, пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен граждансене куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес ыйтусем те ҫивĕч тӑраҫҫĕ. Хула хутлӑхӗн пахалӑхне тата хӑтлӑлӑхне тытӑмлӑн ӳстер­мелли майсем туса хурас тӗллевпе Раҫҫей Федерацийӗн стратегиллӗ аталанӑвӗн «Хулан хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелесси» приоритетлӑ проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла тӑсӑлать. 

Хусанта нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн анлă ларăвĕ иртет. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – хулан хутлăхне хăтлăлатасси, ҫурт-йĕр рынокне аталантарасси.

РФ Патшалăх канашĕн Председателĕ Владимир Владимирович Путин. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн йышĕнче тăрать, унăн членĕ шутланать.   



11 февраля 2019
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter