Альбина Егорова — ПК Председателĕ

Патшалăх Канашĕн ытларикун иртнĕ черетлĕ 27-мĕш сессийĕн кăнтăрлачченхи пайĕ йĕркелÿ ыйтăвĕсем тавра пулчĕ теме те юрать. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту ПК Председательне суйласси вĕт — калаçу самай вăраха кайрĕ. Cпикерăн виçĕ уйăх пушă пулнă пуканĕ тинех хуçине тупрĕ.

Спикер должноçне йышăнма тăватă кандидатура сĕнчĕç — кашни фракцирен пĕрер. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Альбина Егорова кандидатурине партин регионти уйрăмĕн конференцийĕнче ырланă — çав форума хутшăннă 105 çынран 99-шĕ уншăн сасăланă. Альбина Егоровна парламентарисен умĕнче сăмах илнĕ май хăй пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн варринчен тытăнса Председатель тивĕçĕсене пурнăçланине, спикер заместителĕ тата комитет председателĕ пулнине кура парламент ĕçне лайăхлатмалли чылай çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртнине палăртрĕ. Хăйне Председателе суйласан суйлавçăсем депутатсенчен кĕтнине тÿрре кăларас енĕпе çине тăрса ĕçлеме шантарчĕ.

Кашни парти спикер должноçĕнче хăйсен представительне курасшăн. Коммунистсем — Александр Андреевăн, либерал-демокртсем — Константин Степановăн, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» фракци Сергей Семеновăн кандидатурисене сĕнчĕç. Вĕсен шухăшĕ пĕрешкел: Патшалăх канашне уйрăм фракцин — «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» — мар, пĕтĕм парламентăн Председателĕ кирлĕ. Хальччен вара, вĕсен шучĕпе, йышĕпе пысăк фракци ыттисене, пĕчĕккисене, пусарса пынă. Степанов, авă, хăй саккун кăларакан органăн аслă пуканне йышăнсан пурнăçламалли план та хатĕрленĕ — депутатсем вăл е ку ыйтупа трибуна умне тухсан калаçмалли вăхăта виçесĕр тăвассинчен пуçласа вĕсен пулăшуçисен «çарне» йĕркелесси таранах.

Апла-и, капла-и — сасăлав тавлашу вĕçне пăнчă лартрĕ: Альбина Егоровăшăн — 34, /хирĕççисем çиччĕн çеç/, ыттисемшĕн – 9-10-шар сасă. Çапла вара Альбина Егоровна тулли праваллă спикер пулса тăчĕ.

Вăл картлашка тăрăх хăпарса должноç улăштарнă май парламентра харăсах тата икĕ должноç пушанчĕ — вице-спикерăн, Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн. Вĕсене кама шанса парасси текех тавлаштармарĕ ĕнтĕ. Комитета «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕ Юрий Кислов ертсе пырĕ, ăна çавăн пекех вице-спикер должноçне сĕнчĕç — парламентарисем çакăншăн пĕр шухăшлă пулса сасăларĕç. Çĕнĕ заместитель депутатсен йышне вĕсем хăш фракцире пулнине пăхмасăр пĕр командăна чăмăртас енĕпе ĕçлессине çирĕплетрĕ, залран сесси президиумне куçса ларчĕ.

Сесси кун йĕркинчи пысăк ыйтусенчен пĕри — республикăн кăçалхи бюджетне тÿрлетÿсем кĕртесси. Ун тавра та хĕрÿ калаçу пулассăн туйăннăччĕ те — саккун проекчĕн тишкерĕвĕ хĕрÿллĕ шая çĕкленчĕ темĕттĕм. Финанс министрĕ Светлана Енилина улшăнусем бюджетăн тупăш пайне пысăклатассипе çыхăннине палăртрĕ — 1,6 миллиард тенкĕ хушăнать. Хушăм хамăрăн тупăшсем пысăкланнипе те, Мускав паракан укçа виçи ÿснипе те сăлтавланнă. Хушма укçа чылай сферăна тĕревлеме кайĕ — садиксен строительствинчен пуçласа сывлăх сыхлавне аталантарасси таран.

Çапах хăш-пĕр депутат уйрăм самантсене уçăмлатма ыйтрĕ. Калăпăр, çынсен пуçарăвĕсем çинче никĕсленекен бюджет проекчĕсем валли уйăракан укçапа халь чылай çĕрте коммуналлă каяшсене пухмалли вырăнсем йĕркелемешкĕн усă курма палăртнă. Мĕншĕн çак ĕçе маларах пурнăçламан? Светлана Енилина палăртнă тăрăх, ку енĕпе унччен те чару пулман, асăннă проектсем — çынсен пуçарăвĕсене тĕпе хурса пурнăçлаканскерсем. Халăх ку енĕпе хастар пулнине кура кăçал хайхи проектсен шучĕ те чылай пысăкрах, вĕсене пурнăçлама уйăракан укçа виçине те ÿстернĕ.

Е тата — Çĕрпÿри тасатакан сооруженисен строительстви валли бюджетран тата 32 миллион тенкĕ уйăрма палăртни. Депутатсенчен пĕри çав сооруженисене унчченех туни, анчах обьект ĕçлеменни пирки аса илтерчĕ. Министр вара хăй те пĕтĕмпех астăвать. Çав шутра — ку ыйтăва параламентари иртнĕ çулхи сессисенчен пĕринче çĕкленине те. Ун чухне тулли хурав панине пăхмасăр Светлана Александровна тепĕр хут уçăмлатрĕ: тасатакан сооруженисен пĕрремĕш черечĕ хатĕр, халь иккĕмĕш черете тумалла — çавăнпа укçа кирлĕ.

Пысăкланнă тупăшлă бюджета ырланă хыççăн депутатсем тата теçеткене яхăн саккун проектне пăхса тухрĕç. Çав шутра — административлă правăна пăсни, ял хуçалăхне, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарасси, налук йĕркелĕвĕн ыйтăвĕсем çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртесси тата ытти саккун проекчĕсем. Пурне те тенĕ пекех Министрсен Кабинечĕ сĕннĕ, вĕсем пирки эпир Правительство ларăвĕсене çутатнă чухнех каласа панă та — тепĕр хут таврăнни кирлех мар-тăр. Сесси Патшалăх Канашĕн аппарачĕн пĕлтĕрхи ĕçне пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ.

 

Николай КОНОВАЛОВ.



12 февраля 2019
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter