Хусанта РФ Патшалăх канашĕн президиумĕн анлă ларăвнче ҫурт-йĕр рынокĕн аталанăвĕ, хуласен хăтлă хутлăхне йĕркелесси ыйтусене тарăн сӳтсе яваҫҫĕ, вăл ĕҫе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Хусанта РФ Патшалăх канашĕн анлă ларăвне ирттерет.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту – ҫурт-йĕр рынокĕн аталанăвĕ, хуласен хăтлă хутлăхне йĕркелесси.

Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать. Аса илтерсе хăваратпăр, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн йышĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тăрать, вăл унăн пайташĕ шутланать.  

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕпе килĕшӳллĕн, нарăс уйăхĕн 10–12-мĕш кунĕсенче Хусанта ĕҫлĕ канашлусем иртеҫҫĕ. Ҫавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ уҫă калаҫусенче ҫурт-йĕр рынокне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашлаҫҫĕ.

Паян республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев инженери, транспорт инфратытăмне вăй илтерессипе ҫыхăннă темăсемпе йĕркеленĕ секци ĕҫне хутшăннă. Ертӳҫĕсем ҫуртсене хăпартма уйăракан ҫĕрсем пирки сӳтсе явнă.

«Строительство пайĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем  – ҫĕр лаптăкĕпе тивĕҫтерни, инфратытăм хăтлă пулни.  «Ҫавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫура йывăрлăх кăларса тăратакан самантсем ҫинчен те чарăнса тăнă, вĕсене татса парассипе йышăнмалли мерăсем пирки канашланă.   Тĕп ыйтăва Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕпе Александр Новакпа тарăн сӳтсе явнă. 

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант – ипотека кредичĕн ставкине пĕчĕклетесси. Ҫуртсене туянма пурне те меллĕ пулмалла, условисем ҫăмăлланмалла. Ставка тени 8 процентран пысăк пулмалла мар»,  тенĕ Михаил Игнатьев

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн анлă ларăвĕ ку хутĕнче ҫĕнĕ форматпа иртет. 2018 ҫулта чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче РФ Патшалăх канашĕн президиумĕн ларăвĕнче, Крымра пуҫласа Раҫҫей Президенчĕ ҫĕнĕ формата тĕпе хурса, регионсен пуҫлăхĕсемпе уҫă диалог ирттернĕ.   



12 февраля 2019
16:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter