Хусанта РФ Патшалăх канашĕн президиумĕн анлă ларăвнче ҫурт-йĕр рынокĕн аталанăвĕ, хуласен хăтлă хутлăхне йĕркелесси ыйтусене тарăн сӳтсе явнă, вăл ĕҫе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в расширенном заседании президиума Государственного совета Российской Федерации по вопросу «О развитии рынка жилья и формировании комфортной городской среды»Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн анлă ларăвне Хусанта РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин йĕркелесе ертсе пынă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту – ҫурт-йĕр рынокĕн аталанăвĕ, хуласен хăтлă хутлăхне йĕркелесси.

Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Лару ĕҫне пуҫланă май, Раҫҫей Президенчĕ кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту кашни ҫыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе палăртнă.

«Ҫурт-йĕр условисене лайăхлатасси пирки калаҫу пырать. Хуласене еплерех хăтлăлатасси ҫинчен сӳтсе явăпăр. Чи кирли – халăха ҫуртсене туянма кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратасси», – тенĕ ҫĕршыв Президенчĕ.

"Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ҫурт-йĕр строительствине ҫĕнĕ майсемпе пулăшу парса тивĕҫтересси пурнăҫа кĕрĕ. Халăха хваттер туяннă чухне нимĕнле пăтăрмахсем те кăларса тăратмалла мар. Хаксем те пысăка хăпармалла мар.

Ҫурт-йĕр строительствин нормативлă бази ҫĕнелсе улшăнса пырать. Патшалăх условийĕсем пирки строительсен уҫăмлăнах пĕлсе тăмалла. Условисем те ҫирĕп йĕркепе пурнăҫа кĕмелле.

Паллă, строительство секторĕн ĕҫ хăвăртлăхĕ курăмлăн ӳсмелле. Тахҫантанпах вăраха тăсăлса пыракан ыйтусене те тĕпрен татса памалла. Пĕр енчен калас пулсан, ĕҫ хăвăртлăхне ӳстермелле, тепĕр енчен палăртас пулсан, ҫĕнĕ меслетсемпе пысăк технологисене тĕпе хурса асăннă тытăма вăй илтермелле. Тĕллевсем ҫăмăлах мар, анчах та туллин тивĕҫтерессишĕн пурсăмăрăн та ҫине тăрсах ĕҫлеме тивет", палăртнă ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин.   

Сăмах май, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтересси ыйту та ҫивĕч тăрать. Ку енĕпе те строительство ĕҫне кăштах улăштармалла, тĕрев виҫине ӳстерсе пымалла, халăха пăтăрмаха кĕрсе ӳкессинчен те кулленех сыхă тăмалла тенĕ вăл.

 Тепре чухне пая кĕртсе ҫынсем хăйсен укҫисене строительсене хваттершĕн куҫарса параҫҫĕ, анчах та вăхăтра объектсене хута яманни те куҫкĕретех. Ипотека кредичĕ пĕлтерĕшлĕ, унăн ставки пĕчĕкрех пулсан тата та меллĕ пулнă пулĕччĕ халăхшăн.  

Раҫҫей Президенчĕн Патшалăх канашĕн президиумĕн анлă ларăвĕ ку хутĕнче те ҫĕнĕ форматпа иртнĕ. Пуҫласа кун пек Крымра 2018 ҫулта чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче йĕркеленĕ пулнă ĕҫе. Ун чухне шăпах та, Раҫҫейри регионсен пуҫлăхĕсеме диалог формипе канашланă.

РФ Патшалăх канашĕн анлă ларăвĕпе килĕшӳллĕн, нарăс уйăхĕн 10-12-мĕш кунĕсенче «ҫавра сĕтел» мелĕпе актуаллă темăсемпе уҫă калаҫусем ирттернĕ. Вăл ĕҫсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  

Строительство пайĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем  – ҫĕр лаптăкĕпе тивĕҫтерни, инфратытăм хăтлă пулни.  «Ҫавра сĕтел» мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫура йывăрлăх кăларса тăратакан самантсем ҫинчен те чарăнса тăнă, вĕсене татса парассипе йышăнмалли мерăсем пирки канашланă. Пуҫлăхсем  транспорт тата социаллă сферăн инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарас, ҫурт-йĕрсем хăпартса лартма ҫĕрсене пăхса хăварас, строительство пайне модернизацилес, объектсем ҫĕклекенсене кирлĕ пек условисемпе тивĕҫтерес, нормативлă право базине ҫĕнетес, пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен граждансене куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес ыйтусене тарăн тишкернĕ. Ҫамрăксене, нумай ачаллă ҫемьесене хваттерпе тивĕҫтересси пирки те ыйтусене тапратнă.

Аса илтерсе хăваратпăр:

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн председателĕ Владимир Владимирович Путин, президиумĕн йышĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев, вăл Патшалăх канашĕн членĕ шутланать.  

Фоторепортаж



13 февраля 2019
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter