РИФ-2019: Чăваш Республикинче «Химпром» ПАО ҫĕнĕ проект пурнăҫа кĕртме 5,6 млрд хывать

В Чувашской Республике ПАО «Химпром» инвестирует в проект по производству пероксида водорода более 5,6 млрд рублейНарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче ĕҫ планне тĕпе хурса, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Химпром» ПАО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне йышăннă. Килĕшӳре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Химпром» ПАО директорсен Канашĕн председателĕ Ярослав Кузнецов алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Килĕшĕвĕн йĕркине тĕпе хурса, Ҫĕнĕ Шупашкарта «Химпром» ПАО производство площадкинче ҫĕнĕ предприяти хута яма тĕллев лартнă. Калаҫса килĕшнĕ тĕллевсене пурнăҫа кĕртме Чăваш Республикин Правительстви «Химпром» ПАО патшалăх пулăшăвне тивĕҫме тĕрев пама хатĕр.  Енчен те пĕтĕмпех йĕркелĕ пулсан, ҫĕнĕ производствăн малтанхи тапхăрĕнче налуксем хывассипе те ҫăмăллăхсем кĕресси паллă.

2019 ҫулта Химпром проектăн малтанхи ĕҫ тапхăрне пурнăҫа кĕртме тĕллев лартать, харпăр хăй тупăшне те ун валли тăкаклама плана кĕртнĕ. Ярослав Кузнецов хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмĕшле объектăн виҫи 5,6 млрд яхăн кайса ларнине палăртнă.

Чăваш Республикинче «Хипром» ПАО чи пысăк предприятисенчен пĕри. Хими промышленноҫĕсем хушшинче малта пыраканнисен йышĕнче. Вĕсем тирпейлесе кăларакан таварсене Раҫҫейре кăна мар, ют ҫĕршывсем те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.   Хальхи вăхăтра предприяти модернизациленес ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрать. Пĕлтĕр, Раҫҫейĕпе те пĕртен-пĕр производство, гипохлорит кальци таварне калăплакан ҫĕнĕ предприяти хута янă.

«Предприятийĕн пуласлăхри ĕҫĕсем сахал мар. Килĕшӳ тата та ҫĕнĕ производствăсем уҫма хистет. Тĕнче шайĕнчи рынока тухма та условисем йĕркеленĕҫ. Таварсен тĕсĕсем ӳссе пырассине те шанатпăр», палăртнă  «Химпром» ПАО директорсен Канашĕн председателĕ Ярослав Кузнецов. Енчен те мĕн палăртса хунисем пĕтĕмпех пурнăҫланаҫҫĕ пулсан, халăх валли пысăк технологиллĕ ҫĕнĕ 200 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ тенĕ вăл.  Ҫынсен шалу укҫи те пĕчĕкех мар, пысăк пулĕ тесе шантарнă председатель.  Ҫӳлерех асăннă проекта икĕ ҫул хушшинче пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ҫĕнĕ производство стратеги пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă. Пирĕн регионшăн кăна мар, Раҫҫейшĕн те витĕмлĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Паллă, ытларах республика экономикине аталантарас ĕҫе пысăк тĕрев панине те асăнса хăварнă.

«Инвесторсем пирĕн тăрăха килсе ҫĕнĕрн те ҫĕнĕ производствăсем уҫчĕр тесе, Чăваш Ен Правительстви пĕтĕмпех условисем хатĕрлесе тăратать. Эпир хапăл тусах кĕтсе илетпĕр, мал ĕмĕтлĕ те пуҫаруллă предпринимательсене. Хамăр енчен май килнĕ таран ҫăмăллăхсем кӳме тăрăшăпăр. Енчен те предприятисем модернизациленме шут тытнă пулсан, эпир вĕсене тимлĕх уйăрма та хатĕр. Паллă, вĕсем ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пырассишĕн тăрăшаҫҫĕ. Таварсен пахалăх шайне те хăпартассишĕн ырми-канми вăй хуни сисĕнет.  Апла пулсан, паян алă пусса ҫирĕплетнĕ Килĕшӳ ҫĕнĕ вăй-хăват парĕ предприятисене аталанса пыма, халăх валли ĕҫ вырăнĕсем тупăнĕҫ, ҫынсен тупăш пайĕ ӳсĕ, бюджета налуксем кĕрĕҫ тата ытти те. Таварсене экспорта куҫарассипе те курăмлă ĕҫлесе пырасси куҫкĕретех», – каланă сăмаха пĕтĕмлетсе республика Пуҫлăхĕ.  

Фоторепортаж



14 февраля 2019
13:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter