РИФ-2019: Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче Михаил Игнатьев «Хастарлă вăрăм ĕмĕр паспорчĕ» проекта презентациленĕ

РИФ-2019: Михаил Игнатьев презентовал на инвестиционном форуме в Сочи «Паспорт активного долголетия»Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртет. Сывă пурнăҫ тăршшĕ вăрăм пулни, общество аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ шутланать. Палăртнă темăпа шăпах та, уҫă калаҫу ирттернĕ. Сесси ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă стратегиллĕ тĕллевĕсене пурнăҫламалли ҫул-йĕрсем ҫинчен тарăн сӳтсе явнă пуҫлăхсем.  2024-мĕш ҫулсем тĕлне халăхăн пурăнас ҫулне 78 ҫула ҫити, 2030-мĕш ҫулсем тĕлне вара 80 ҫула ҫитерме палăртса хунă. Ватăсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатасси ыйту та кун йĕркинчех тăнă.  

Канашлăва Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, РФ Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Ольга Голодец, РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова, РФ ĕҫпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин,   «Здоровые города, районы и поселки» халăхăн пурнăҫĕпе сывлăхне лайăхлатассипе ĕҫлекен Ассоциацийĕн председателĕ Олег Кувшинников, сывлăха ҫирĕплетессипе  тата тĕрлĕ чир-чĕре хирĕҫ кĕрешессипе профилактика енĕпе ĕҫлекен Европа офисĕн ертӳҫи Жоао Бреда, промышленниксемпе предпринимательсен Раҫҫейри пĕрлешĕвĕн  президенчĕ Александр Шохин, пахалăх енĕпе тимлекен медицина обществин Ассоциаци правленийĕн председателĕ Гузель Улумбекова, «Баба-Деда»  проект йĕркелӳҫи Анастасия Лазибная хутшăннă.    

Калаҫăва ертсе пыраканĕ «Тухтăр» телеканалăн тĕп редакторĕ, «Россия 24» телеканалăн ертӳҫи Эвелина Закамская пулнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти сывлăх сыхлавĕн ĕҫĕпе паллаштарнă. Халăхăн пурăнас ҫулне тăсассипе йĕркеленĕ ĕҫсем пирки каласа кăтартнă. Республикăра 60 ҫултисемпе тата аслăрахрисем валли сывлăх паспортне туса хатĕрленĕ. Дневник ҫырса пырассипе граждансем активлă ĕҫе хутшăннине пĕлтернĕ. Сывă апатлану ыйту кун йĕркинчех тăнине каланă. Сывлăха хавшатма пултаракан чирсенчен сыхă тăрассине, май килнĕ таран медицинăра ĕҫлекенсем сĕнекен эмелсене те кулленех йышăнмаллине чĕнсе каланă. Тĕпчев тунă тăрăх, регионта вăтамран халăх 73 ҫул ытла пурăнать.  100 ҫул иртсе кайса пурăнакансем те сахал мар, вĕсен шучĕ 100 ҫитнĕ.   

Хĕрарăмсемпе арҫынсем хушшинчи улшăнусем пирки асăннă, арҫынсем сахалтарах хĕрарăмсенчен пурăннине палăртнă, кăтарту 12 ҫул уйрăмлăх парать. Апла пулсан, пĕтĕмлетӳ ĕҫĕсене тишкерӳ тунă хыҫҫăн, ҫакă паллă пулнă: хĕрарăмсем – 78, арҫынсем вăтамран 69  ҫул пурăнаҫҫĕ. Кун пек кăтарту пирĕн регионта кăна мар, пĕтĕм Раҫҫейĕпех тесен те йăнăш мар тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

«Ҫулсерен ĕҫлеме пултаракан арҫынсем вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса каяҫҫĕ. Кăтарту сахалах та мар, 2,5 пин ҫын пулать. Хăйсене упрасан вĕсем мĕн чухлĕ ырă ĕҫ тунă пулнă пулĕччĕҫ регион экономикишĕн», – пăшăрханса каланă Михаил Игнатьев.

Республикăра арҫынсен сывлăхне упрама май паракан ятарлă программа йышăнса хăварнă, ăна пурнăҫа кĕртме республика хыснинче 2018 ҫулта 46 млн тăкакланине пĕлтернĕ вăл сесси ĕҫне пухăннисене.   

2013 ҫултан пуҫласа пирĕн республикăра пĕтĕмпе хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан 179 ФАП хута янă. Маларахри ҫулсенче хута кайнисене те пĕтĕмпех тĕпрен ҫĕнетнĕ, пĕр сăмахпа каласан, пур ҫĕрте те йĕрке пурри палăрать тенĕ Пуҫлăх. Онкологи чирĕпе кĕрешес ĕҫ витĕмлĕ пулса пырать, тухтăрсем кулленех ял тăрăхĕсене ҫитсе халăха тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăларма тăрăшнине асăннă вăл сăмаха май.

Михаил Игнатьев эрех-сăра сиенĕ пирки, пирус наркăмăшĕ ҫинчен те чарăнса тăнă. Палăртма кăмăллă, юлашки ҫичĕ ҫул хушшинче кăтарту лайăхланнă - 7,3 процент чухлĕ чакнă тесе хыпарланă.

«Халăх сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырасси модăна кĕрсе пынине питĕ лайăх чухлакалать. Шăпах та,  ҫакă чи пахи те ĕнтĕ», тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.   

Фоторепортаж



14 февраля 2019
17:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter