РИФ-2019: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Кабардин-Балкар Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Козбек Коков Килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

РИФ-2019: Чувашия развивает сотрудничество с Кабардино-БалкариейНарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче РИФ-2019 Сочире пулакан анлă мероприятинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Кабардин-Балкар Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Козбек Коков Килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ, икĕ регион хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассине палăртнă, суту-илӳпе, экономика, наукăпа техника, социаллă сферăпа культура пайĕнче пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма калаҫса килĕшнĕ. Мĕнпур ыйтусемпе 2019-2024-мĕш ҫулсенче тĕллевлĕн ĕҫлемеллине палăртнă.  

Документпа килĕшӳллĕн, икĕ ен ĕҫлĕ уҫă тĕлпулусем ирттерме, промышленноҫ пайĕпе агротытăм ҫĕнĕлĕхĕсемпе паллашма, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă сферăри ҫĕнĕ технологисемпе, туризма аталантарассипе тата ытти ыйтусемпе тĕпрен ĕҫлесе пыма килĕшнĕ.   Ĕҫ хучĕ регионсем хушшинчи ҫыхăнăва сарма пулăшĕ, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне ҫирĕплетме те майсем тупса парĕ. Икĕ республика хушшинче таварсен ҫаврăнăшĕн калăпăшне ӳстерсе пыма витĕм кӳрĕ.

«Пĕлсех тăратăп, Кабардин-Балкар Республикипе Чăваш Республики хушшинче тата та ĕҫлĕ ҫыхăнусем вăй илсе пырассине. Промышленноҫ тытăмĕ, строительство пайĕ, туризм, спорт, культура пайĕсем валли те сахал мар ĕҫлĕ ҫул-йĕрсем уҫăласса.  Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пуласси куҫкĕретех. Вĕренӳпе наука та хăватланĕ. Шанатăп, пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫлессине», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче  Кабардин-Балкар Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Козбек Коков.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин  пурне те кулленех регионсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарса пыма чĕнсе каланине асăннă.   Тин ҫеҫ алă пуснă Килĕшӳ шăпах та, ҫакна тепĕр хут ҫирĕплетет тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. Пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртес ĕҫе тухăҫлă пурнăҫласа пыма майсем тупăнассине те палăртнă вăл. 



14 февраля 2019
11:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter