РИФ-2019: Ҫамрăксенче предпринимательлĕх туйăмне вăратмалла тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

РИФ-2019: Михаил Игнатьев: «Нужно разбудить в молодых людях дух предпринимательства»Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртет. Анлă канашлăвăн ĕҫĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă май,  «Институт ускорения экономического развития» (Рыбаков Фонд)   Фонд президенчĕпе Екатерина Рыбаковăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче социаллă проектсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмах пуҫарнă.  Вĕренӳ пайне инвестици хывас ыйту актуаллă тесе сăмахланă, ҫитĕнекен яшсемпе хĕрсене предпринимательлĕх тытăмне явăҫтарни хăйне евĕр ӳсĕм пама пултарасса шанса каланă. 

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Институт ускорения экономического развития» фонд хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси ҫинчен тарăн пăхса тухнă.

Ĕҫ хучĕ социаллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма майсем уҫса парать.  Граждансен пуҫаруллă проекчĕсене  пурнăҫа кĕртесси те актуаллă. Халăх валли предпринимательлĕх тытăмне аталантарса пыма условисем хатĕрлесе тăратасси ҫине те тимлĕн пăхнă. Апла пулсан, «Рыбаков Фонд» витĕмлĕхĕпе, Чăваш Республикинче комплекслă мероприятисем йышăнса хăварма тĕллев лартнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех асăннă фондпа тачă ҫыхăнса ĕҫленине, хăш-пĕр енпе пĕлтерĕшлĕ проектсем те пурнăҫа кĕрсе пынине палăртнă.

«Пирĕн пĕрлехи тĕллевсем сахал мар. Ҫамрăксене предпринимательлĕх ĕҫне явăҫтарасси питĕ вырăнлă.  Паянхи пурнăҫ таппинче вак тата вăтам предпринимательлĕх сахал мар витĕм кӳрсе пырать пурнăҫа, экономика аталанăвне хăватлантарать. Шăпах та, ҫак асăннă сфера Чăваш Ен, Раҫҫей экономикине вăй илтерет», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Екатерина Рыбакова Чăваш Республикипе чăнласах та ĕҫлĕ ҫыхăнусем лайăх пулса пынине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă.  Сахал мар проектсем пурнăҫа кĕреҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

«Фондăн сахал мар проекчĕсем регионта туллин пурнăҫланнă. Республикăри шкулсем ҫĕршыври чи лайăх вĕренӳ учрежденийĕсем шутĕнче тăраҫҫĕ. Палăртма кăмăллă, ТОП-шкулсем кăтарту кулленех ӳсет. Паян алă пусса ҫирĕплетнĕ Килĕшӳ хăйех пысăк витĕм кӳрет, малашне тата та анлăрах ĕҫлесе пыма хистет. Пуласлăхра тĕллевсем пысăк. Вĕсене эпир пурнăҫлас тесе пĕрле килĕшсе ĕҫлесе пыма шантаратпăр. Пирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ», тенĕ сăмаха ҫавăрса «Институт ускорения экономического развития» Фонд президенчĕ.   

Фоторепортаж



14 февраля 2019
18:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter