РИФ-2019: Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Развитие электросетевого комплекса субъектов Российской Федерации в эпоху глобальных технологических изменений» ятлă темăпа йĕркеленĕ «ҫавра сĕтел» калаҫăва хутшăннă

РИФ-2019: Михаил Игнатьев принял участие в работе «круглого стола» по вопросам влияния цифровизации на экономику регионовЧăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Развитие электросетевого комплекса субъектов Российской Федерации в эпоху глобальных технологических изменений» ятлă темăпа йĕркеленĕ «ҫавра сĕтел» калаҫăва хутшăннă. Палăртнă мероприяти Пĕтĕм тĕнчери Раҫҫей инвестици форумĕн программипе тӳр килет.

Уҫă калаҫăва йĕркелесе ертсе пыраканĕ Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕ Александр Новак.  

Мероприятине ҫавăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн монополине хирĕҫ кĕрешекен службăн ертӳҫин ҫумĕ Виталий Королев, «Россети» ПАО генеральнăй директорĕ  Павел Ливинский, Раҫҫей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн Министрĕн ҫумĕ Михаил Расстригин, РФ Патшалăх Думинче  энергетика ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитет председателĕн ҫумĕ Валерий Селезнев, Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсен пуҫлăхĕсем хутшăннă.

«Ҫавра сĕтел»  мелĕпе йĕркеленĕ  калаҫăва хутшăннисем электроэнерги ыйтăвĕсене тарăн сӳтсе явнă, тарифсем пирки сăмахланă.  Пулас стандартсем пурнăҫăн ҫĕнĕ шайне тивĕҫтересси паллă. Инфратытăма ҫĕнĕлле вăй илтерни — энергетика хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерме май парать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  «РЕЛАВЭКСПО 2019» конференцинче ҫӳлерех асăннă темăна тăсма сĕнӳ панă. Палăртса хăваратпăр,  мероприяти 2019 ҫулта ака уйăхĕн 2326-мĕш кунĕсенче Шупашкарта иртет. «Энергетика тытăмĕпе ĕҫлекенсем 100 тĕрлĕ тавар тирпейлесе кăлараҫҫĕ, тĕнче шайĕнчи пысăк предприятисемпе тан рынока тухаҫҫĕ», палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕ Александр Новак Чăваш Ене килсе курма кăмăл тунине палăртнă. «Тахҫантанпа сирĕн региона пырса курма шутланă, шантаратăп – пыратăпах», тенĕ Министр.       

Фоторепортаж



14 февраля 2019
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter