РИФ-2019: Пĕтĕм тĕнчери «Сочи 19» инвестици форумĕн ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пыракан сумлă делегаци хутшăнать

Михаил Игнатьев возглавляет делегацию Чувашской Республики на Российском инвестиционном форуме «Сочи 19»Нарăс уйăхĕн 13-15-мĕш кунĕсенче Сочире Олимп паркĕнче Пĕтĕм тĕнчери  Раҫҫей инвестици форумĕ иртет. Унта Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хутшăнать.

Форум ĕҫне Чăваш Енрен сумлă делегаци кайнă, ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пырать.

Программăпа килĕшӳллĕн, тĕрлĕ темăсемпе уҫă калаҫусем пулĕҫ, Раҫҫейри ĕҫ климачĕ, ҫитĕнӳ патне ăнтăлмалли ҫул-йĕрсем, регионсенчи политика, тĕрлĕ чĕнӳсене йышăнса хуравласси тата ытти те. Куравсем, ĕҫлĕ тĕлпулусем, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетес ыйтусем те кун йĕркинчех. Апла пулсан, сахал мар пĕлтерĕшĕ ыйтусем тавра канашлĕҫ, усăллă сĕнӳсем илсе килĕҫ,  паха ĕҫ опычĕсен витĕмлĕхне туйĕҫ.    

 



14 февраля 2019
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter