РИФ-2019: «Экономика секторне аталантарма май паракан пĕр-пĕрин чи лайăх ĕҫĕсемпе паллашатпăр», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

РИФ-2019: «Мы перенимаем здесь лучшие практики для развития реального сектора экономики», – Глава ЧувашииНарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Раҫҫей инвестици форумĕнче Сочире, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев федераци министерствисен ертӳҫисемпе уҫă тĕлпулусем ирттернĕ. Кунсăр пуҫне бизнес-тытăмра вăй хуракан пуҫлăхсемпе те курнăҫнă.  

«Ренова» группа компанийĕн директорсен канашĕн председателĕпе Виктор Вексельбергпа Ҫĕнĕ Шупашкарта теплица комплексне хута ярассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, чи пысăк инвестициллĕ проектăн строительство ĕҫне тишкернĕ. Кунсăр пуҫне «Химпром»  ПАО хатĕрленĕ ҫĕнĕ проект пирки те сăмахланă. Проект ĕҫне 5,6 млрд инвестици хывма тĕллев лартнă предприяти.   Енчен те планпа килĕшӳллĕн мĕнпур ĕҫсем пулса пырсан, халăх валли 200 ытла ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  Пысăк технологи вăй илесси те куҫкĕретех пулĕ.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕпе Павел Колобковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ку хутĕнче ертӳҫĕсем Шупашкарта ҫăмăл атлетикăпа Раҫҫей чемпионачĕ пуласси пирки чарăнса тăнă. Палăртнă мероприяти Чăваш Енре ҫӳллĕ шайра иртессине шанса каланă Министр.    

Палăртнă кун регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕпе Денис Мантуровпа та тĕл пулнă.  Региона пысăк тĕрев панăшăн Министра мухтаса тав сăмахĕсем каланă республика Пуҫлăхĕ.   

Форумăн пĕрремĕш кунĕнче Михаил Игнатьев «ҫавра сĕтел» мелĕпе йĕркеленĕ уҫă калаҫăва хутшăннă.  Кунсăр пуҫне Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев  йĕркелесе ертсе пынă пленар ларăвĕн ĕҫне те хутшăннă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Раҫҫей инвестици форумĕнче тĕрлĕ куравсене ҫитсе килнĕ, вĕсемпе паллашнă. Сессире Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти сывлăх сыхлавĕн ĕҫĕпе паллаштарнă. Халăхăн пурăнас ҫулне тăсассипе йĕркеленĕ ĕҫсем пирки каласа кăтартнă. Республикăра 60 ҫултисемпе тата аслăрахрисем валли сывлăх паспортне туса хатĕрленĕ. Дневник ҫырса пырассипе граждансем активлă ĕҫе хутшăннине пĕлтернĕ. Сывă апатлану ыйту кун йĕркинчех тăнине каланă. Форумра сахал мар Килĕшӳ хучĕсене те алă пусса ҫирĕплетнĕ.

«Форум йăлана кĕнĕ тăрăх кашни ҫул иртет. Регионсенчен килнĕ сумлă делегацисем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашаҫҫĕ. Пурте социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне ҫирĕплетессишĕн пысăк технологисене тĕпе хурса пыма тăрăшаҫҫĕ», палăртнă Михаил Игнатьев.

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче программăпа килĕшӳллĕн ытти мероприятисем те сахал мар, вĕсенче те хутшăнма кăмăл тунă Пуҫлăх. Ирхи апатлану мелĕпе йĕркеленĕ уҫă калаҫу хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев регионсен ертӳҫисемпе ирттерекен ĕҫлĕ тĕлпулăва хутшăнать.   



15 февраля 2019
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter