РИФ-2019: «Регионсен аталанăвĕ: кăтартусем тата алгоритмсем» темăпа йĕркеленĕ АСИ мероприятине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раҫҫей инвестици форумĕнче АСИ ирхи апатлану мелĕпе йĕркеленĕ уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Ҫĕршыври регионсенче кирлĕ пек йышăнусем туса хăварассипе ҫыхăннă тухăҫлă йĕркесен алгоритмне  ертӳҫĕсем, пухăннă хăнасем тарăн сӳтсе явнă.    

Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан актуаллă темăсем пирки те сăмах пуҫарнă, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă.  Цифрăллă экономика пĕлтерĕшĕ ҫинчен тарăн канашланă.

«Агентство стратегических инициатив по продвижению новых проектов» АНО генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева хăйĕн сăмахĕнче   регионсем валли пуҫланă конкурс пирки ăнлантарса панă.

«Чи лайăх ĕҫсем пирки калас пулсан, АСИ ĕҫ тапхăрĕнче Раҫҫей регионĕсем хушшинчи чи ăнăҫлă социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕнĕн ҫул-йĕрĕсене тишкернĕ. Цифрăллă йышăнусем пирки калас пулсан, тĕслĕх вырăнне тухса тăма пултаракан регионсем пачах та ҫук тесен те йăнăш мар.  Ҫавăнпа та конкурс уҫатпăр. Чи пахисене тупса палăртатпăр», - пĕлтернĕ Светлана Чупшева.   

Конкурс виҫĕ тапхăрпа иртет.

 Апла пулсан, ӳлĕмрен IT-специалистсем ытларах пуласси куҫкĕретех пулĕ.

«Шанатпăр, конкурсра чи ăнăҫлисене тупса палăртассине. Паха ĕҫ опытне тĕслĕх вырăнне илсе, ыттисене кăтартса пама пултарасса та ĕненетпĕр», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе «Агентство стратегических инициатив по продвижению новых проектов» АНО Генеральнăй директорĕ.  

Дискуссине Раҫҫей Федераци цифрăллă аталану, ҫыхăнупа массăллă коммуникацисен Министрĕ Константин Носков, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн ятарлă представителĕ Дмитрий Песков, регионсен ертӳҫисем, IT-пĕрлешӳсен представителĕсем, экспертсем чылайăн пухăннă.

 Фоторепортаж



15 февраля 2019
11:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter