Планеркăра Сочире пулнă инвестици форумĕн ĕҫ кăтартăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă, килĕшӳсене пурнăҫа кĕртессипе пурин те тĕплĕн ĕҫлемеллине палăртнă

Паян, нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан ĕҫлĕ планеркăна, Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕрне, нарăс уйăхĕн 14-15-мĕш кунĕсенче Сочире пулнă инвестици форумĕн ĕҫ кăтартăвĕсене сӳтсе явнă.

 Палăртса хăваратпăр, анлă форум ĕҫне Чăваш Республикинчен сумлă делегаци кайнă, вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă. 

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Светлана Ананьева хăйĕн сăмахĕнче, ҫӳлерех асăннă делегаци, Раҫҫей федерацийĕн субъекчĕсенче электроҫыхăну комплексĕн аталанăвĕн ҫул-йĕрĕ темăпа «ҫавра сĕтел» калаҫăва хутшăннине хыпарланă. Ертӳҫĕсем электроэнергишĕн тариф хакĕсемпе ҫыхăннă ыйтусене тапратнă.   Енчен те пурнăҫра электроҫыхăну тытăмне цифрăллă трансформаци кĕрсе пырсан, вăл социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне вăй илме витĕм кӳрессине палăртнă. Тепĕр тесен, регионсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси те кирлĕ пек шайра пулса пырĕ, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «ҫавра сĕтел» калаҫура сӳтсе явнă темăна Шупашкарта ака уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче пулакан «РЕЛАВЭКСПО 2019» конференци ĕҫĕнче малалла тăсма сĕнӳ тăратнă.   Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕ Александр Новак шухăша ырланă, региона килме кăмăл тунине те палăртнă.

Сывă пурнăҫ тăршшĕ вăрăм пулни – обществăна аталантарма витĕм кӳрекен тĕп факторсенчен пĕри шутланать.  Форумра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти лару-тăруа паллаштарнă, паха ĕҫ опычĕ пирки каласа кăтартнă, «Хастарлă вăрăм ĕмĕр паспорчĕ» проектпа республикăра епле ĕҫлесе пыни ҫинчен ăнлантарса панă.

Халăхăн пурăнас ҫулне тăсассипе йĕркеленĕ ĕҫсем пирки каласа кăтартнă. Республикăра 60 ҫултисемпе тата аслăрахрисем валли сывлăх паспортне туса хатĕрленĕ. Дневник ҫырса пырассипе граждансем активлă ĕҫе хутшăннине пĕлтернĕ. Сывă апатлану ыйту кун йĕркинчех тăнине каланă. Сывлăха хавшатма пултаракан чирсенчен сыхă тăрассине, май килнĕ таран медицинăра ĕҫлекенсем сĕнекен эмелсене те кулленех йышăнмаллине чĕнсе каланă.

 «Ҫулсерен ĕҫлеме пултаракан арҫынсем вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса каяҫҫĕ. Кăтарту сахалах та мар, 2,5 пин ҫын пулать. Хăйсене упрасан вĕсем мĕн чухлĕ ырă ĕҫ тунă пулнă пулĕччĕҫ регион экономикишĕн», – пăшăрханса каланă Михаил Игнатьев.

Республикăра арҫынсен сывлăхне упрама май паракан ятарлă программа йышăнса хăварнине пĕлтернĕ вăл сесси ĕҫне пухăннисене.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 ҫулта ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указри тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан регионсен паха ĕҫ опычĕсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене тĕслĕх тесе илсе кăтартнă.   

Раҫҫей инвестици форумĕнче АСИ ирхи апатлану мелĕпе йĕркеленĕ уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Ҫĕршыври регионсенче кирлĕ пек йышăнусем туса хăварассипе ҫыхăннă тухăҫлă йĕркесен алгоритмне  ертӳҫĕсем, пухăннă хăнасем тарăн сӳтсе явнă.    

Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан актуаллă темăсем пирки те сăмах пуҫарнă, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă.  Цифрăллă экономика пĕлтерĕшĕ ҫинчен тарăн канашланă.

«Агентство стратегических инициатив по продвижению новых проектов» АНО генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева хăйĕн сăмахĕнче   регионсем валли пуҫланă конкурс пирки ăнлантарса панă.

«Чи лайăх ĕҫсем пирки калас пулсан, АСИ ĕҫ тапхăрĕнче Раҫҫей регионĕсем хушшинчи чи ăнăҫлă социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене тишкернĕ. Цифрăллă йышăнусем пирки калас пулсан, тĕслĕх вырăнне тухса тăма пултаракан регионсем пачах та ҫук тесен те йăнăш мар.  Ҫавăнпа та конкурс уҫатпăр. Чи пахисене тупса палăртатпăр», - пĕлтернĕ Светлана Чупшева.   

Конкурс виҫĕ тапхăрпа иртет.

Раҫҫей инвестици форумĕнче Сочире, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев федераци министерствисен ертӳҫисемпе уҫă тĕлпулусем ирттернĕ. Кунсăр пуҫне бизнес-тытăмра вăй хуракан пуҫлăхсемпе те курнăҫнă.  

«Ренова» группа компанийĕн директорсен канашĕн председателĕпе Виктор Вексельбергпа Ҫĕнĕ Шупашкарта теплица комплексне хута ярассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, чи пысăк инвестициллĕ проектăн строительство ĕҫне тишкернĕ. Кунсăр пуҫне «Химпром»  ПАО хатĕрленĕ ҫĕнĕ проект пирки те сăмахланă. Проект ĕҫне 5,6 млрд инвестици хывма тĕллев лартнă предприяти.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕпе Павел Колобковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ку хутĕнче ертӳҫĕсем Шупашкарта ҫăмăл атлетикăпа Раҫҫей чемпионачĕ пуласси пирки чарăнса тăнă. Палăртнă мероприяти Чăваш Енре ҫӳллĕ шайра иртессине шанса каланă Министр.    

Палăртнă кун регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕпе Денис Мантуровпа та тĕл пулнă.  Региона пысăк тĕрев панăшăн Министра мухтаса тав сăмахĕсем каланă республика Пуҫлăхĕ.  

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче ĕҫ планне тĕпе хурса, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Химпром» ПАО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне йышăннă. Килĕшӳре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Химпром» ПАО директорсен Канашĕн председателĕ Ярослав Кузнецов алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Килĕшĕвĕн йĕркине тĕпе хурса, Ҫĕнĕ Шупашкарта «Химпром» ПАО производство площадкинче ҫĕнĕ предприяти хута яма тĕллев лартнă. Калаҫса килĕшнĕ тĕллевсене пурнăҫа кĕртме Чăваш Республикин Правительстви «Химпром» ПАО патшалăх пулăшăвне тивĕҫме тĕрев пама хатĕр.  2019 ҫулта Химпром проектăн малтанхи ĕҫ тапхăрне пурнăҫа кĕртме тĕллев лартать, харпăр хăй тупăшне те ун валли тăкаклама плана кĕртнĕ. Ярослав Кузнецов хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмĕшле объектăн виҫи 5,6 млрд яхăн кайса ларнине палăртнă.

Анлă канашлăвăн ĕҫĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă май,  «Институт ускорения экономического развития» (Рыбаков Фонд)   Фонд президенчĕпе Екатерина Рыбаковăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче социаллă проектсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмах пуҫарнă.  Вĕренӳ пайне инвестици хывас ыйту актуаллă тесе сăмахланă, ҫитĕнекен яшсемпе хĕрсене предпринимательлĕх тытăмне явăҫтарни хăйне евĕр ӳсĕм пама пултарасса шанса каланă.  Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Институт ускорения экономического развития» фонд хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси ҫинчен тарăн пăхса тухнă.

Форумра сахал мар пысăк мероприятисем йĕркеленĕ.

Пĕтĕмлетӳсем тунă хыҫҫăн, Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсене ĕҫлĕ хушусем панă. «Мĕнпур ыйтусене туллин пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те тăрăшса ҫине тăрсах ĕҫлесе пымалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 



18 февраля 2019
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter