Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн хăйĕн тупăшĕсем кăрлач уйăхĕнче 12,1 процент хăпарнă

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ планеркăра финанс енĕпе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă, 2019 ҫулта уйăрса памалли субсиди виҫисем пирки сăмахланă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче кăҫал федераци министерствисемпе пурĕ 57 килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетме плана кĕртнине хыпарланă. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 6 028 млн танлашать тенĕ вăл. «Электронлă бюджет» мелĕпе 55 килĕшĕве алă пуснă, нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне палăртнă мĕнпур ĕҫе 100 процента ҫити пурнăҫланă тесе хыпарланă ертӳҫĕ.   

Чăваш Республикин территорийĕнче регионăн проекчĕсене пурнăҫа кĕртме федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе 42 килĕшĕве ҫирĕплетнĕ.

Светлана Енилина Чăваш Республикин республика бюджечĕн кăҫалхи ҫулăн кăрлач уйăхĕнчи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.   

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тупăш пайĕ 13,3 процент пурнăҫланнă, тăкак пайĕ 3,6 процент.

Тупăш виҫи 8357,5 млн танлашнă, вăл виҫерен хапăр хăй укҫи – 26 проценчĕ, каялла тавăрса памалли мар укҫа 74 процентпа танлашать. Чăваш Республикин республика бюджетне каялла тавăрса памалли мар укҫа калăпăшĕ 2019 ҫулта нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  6182,3 млн кĕнĕ.

«Республикăн харпăр хăй тупăшĕ ӳссех пырать, кăтарту 1,3 хут хăпарнă, 12,1 процент пысăк шутланать пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарас пулсан», пĕлтернĕ Светлана Енилина.  

Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Ен налуксем пухассипе кăтартуллă ĕҫлени куҫкĕретех, малтисенчен пĕри шутланать.      

Чăваш Республикин республика бюджечĕн тăкак пайĕ 2019 ҫулта нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2 274,1 млн танлашать. Пĕлтĕрхипе, ҫак тапхăртипе илес пулсан 13 процент пĕчĕк пулни сисĕнет.

Патшалăх парăмĕ 7,4 млрд танлашать. Кăтартăва 2019 ҫулта нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсе кăтартнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладне пĕтĕмлетнĕ май, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене конкурс ĕҫĕсене, контрактсене алă пусса ҫирĕплетессисене  ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕҫне-хĕрне ҫитерме чĕнсе каланă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев укҫасене вăхăтра куҫарса памаллине, вĕсемпе вара тухăҫлă усă курса пымаллине асăрхаттарса хăварнă ертӳҫĕсене. 



18 февраля 2019
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter