«Чăваш Енре ҫамрăксене спорта явăҫтарас ĕҫ ҫине ҫав тери пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ», – тенĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Дмитрий Пирог

Депутат Государственной Думы, чемпион мира по боксу Дмитрий Пирог: «В Чувашии очень серьезно относятся к физическому развитию молодежи» Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе, бокс енĕпе тĕнче чемпионачĕ ята тивĕҫнĕ Дмитрий Пирогпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Сумлă хăна «Раҫҫей» Профсоюзĕсен пĕрлешĕвĕ бокс енĕпе йĕркеленĕ мероприятине килсе ҫитнĕ.

Михаил Игнатьев хăнана республикăра пысăк мероприятисем йĕркелесе ирттернин паха ĕҫ опычĕ пирки каласа кăтартнă. Сывă пурнăҫ йĕркине сарассинче ҫакăн пек массăллă мероприятисем йĕркелени те шăпах та, хăйне евĕр витĕм кӳнине каланă.   

Чăваш Енре ачасен спортне вăй илтерес, ялсенче, хулари пекех условисене хатĕрлесе тăратас ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Республикăра бокс анлă сарăлнă тесе палăртнă. Чăваш Республикинче сахал мар тĕнче шайĕнче палăртнă спортсменсем, вĕсен ырă ячĕсем Валериан Соколов,  Валерий Львов, Валерий Лаптев, Владимир Мельник тата ыттисемпе те ҫыхăннă.

Дмитрий Пирог ăмăртусене паян регионта ҫитсе килнине хыпарланă Михаил Игнатьева, мастер-класс ирттернине пĕлтернĕ, спортсменсемпе курнăҫнине хыпарланă.

«Пултаруллă ачасем чылай, вĕсене курса ĕнентĕм. Сирĕн енче спорта юратни куҫкĕретех. Чăваш Енре чăнласах та, спорта пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ.  Ҫамрăксем спорта кӳлĕнни пурсăмăра та хавхалантарать. Ку вара чи пысăк пĕлтерĕшли. Ăмăртусене курма килекенсен йышĕ пысăк: ашшĕ-амăшĕсем, тус-тăванĕсем, юлташĕсем, ҫывăх ҫыннисем хапăл тусах пуҫтарăнаҫҫĕ. Кашни ҫын хăйĕн ачишĕн мăнаҫланать.  Спорта юратакансен йышĕ пысăк пулни – хăйех влаҫ пысăк тимлĕх уйăрнине ҫирĕплетет, пурне те тĕрĕс ҫул ҫине тăма витĕм кӳрет.   Мĕнпур регионсенче те кун пек ырă тĕслĕхе курма ҫук. Эсир вара ыттисемшĕн чăн-чăн паха тĕслĕх вырăнĕнче. Регион Пуҫлăхĕ спорта хисеплени, хăй те кулленех ҫӳрени пуриншĕн те паха тĕслĕх», – каланă тĕнче чемпионĕ.   

Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Енре бокс енĕпе спорт тĕсне ытларах сарасси пирки сӳтсе явнă, квалификациллĕ тренерсене хатĕрлесси ыйту ҫине те тимлĕх уйăрнă.

Фоторепортаж



18 февраля 2019
16:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter