Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Право йĕркелĕхĕпе тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел заседание Координационного совещания по обеспечению правопорядкаНарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.   Мероприятине ку хутĕнче видео-канашлу мелĕпе ирттернĕ.  Унта Чăваш Республикинчи мĕнпур район тата хула администрацисен ертӳҫисем, районсенчи прокурорсем, шалти ĕҫсен пайĕнче ĕҫлекенсем хутшăннă.

Ларăва уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев право хуралĕнче тăрăшакансене мĕнпур службăсенче тимлекенсемпе пĕр-пĕринпе тухăҫлă пĕлтĕр ĕҫленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.   Чăваш Республикин хыснинче ача сачĕсемпе шкулсене, ял тăрăхĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерс тĕллевпе йĕркелесе ирттерме мероприятисем валли сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă.  Хула, район ертӳлĕхĕсене право енĕпе йышăннă мероприятисене графикпа килĕшӳллĕн, вăраха тăсмасăр йĕркелесе пыма чĕнсе каланă.   

Видео-канашлу мелĕпе ирттернĕ мероприятине пухăннисем ҫӳлерех асăннă Координаци канашлăвĕн пĕлтĕрхи ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн пăхса тухнă, 2019-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртса хăварнă.

Чăваш Республикинче 2018 ҫулта пурĕ йĕрке пăснă 11 824  тĕслĕхе шута илнĕ, кăтарту 2017 ҫулхипе танлаштарсан 7,6 процент чухлĕ сахалтарах.  

Йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса палăртас ĕҫ паха пулса пырать, кăтарту 72,4 процента ҫитнĕ. Пĕлтĕрхинчен самай лайăхрах ĕҫленĕ. Кун пирки ҫирĕппĕн пĕлтернĕ Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс.

Юлашки вăхăтра, вăрă-хурахсем ҫын пурлăхне хапсăнни сисĕнкелет. 2018 ҫулта пурĕ йĕрке пăснă 1580 тĕслĕхе шута илнĕ. Леонид Вакс хăйĕн сăмахĕнче хула, район пуҫлăхĕсене, Информаци политикин министерствине республикăра Пĕрлехи информаци кунĕсенче халăха ытларах профилактика ĕҫĕсем пирки ăнлантарса памаллине чĕнсе каланă.   

Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – ҫынсем ӳсĕр пулни. Ун чухне шăпах та, ытларах вĕсем пăтăрмахсем кăларса тăратаҫҫĕ. Раҫҫейри вăтам кăтартупа танлаштарсан, пирĕн регионта ку енĕпе йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ пысăкрах пулни курăнать, Атăлҫи федераци округĕнче вара ыттисенчен сахалтарах. Чăваш Республикин Экономика министерстви эрех-сăра сутакансене лицензипе тивĕҫтересси ĕҫе ҫирĕп тĕрĕслеве илме сĕннĕ, саккунсен йĕркисене пăхăнма каланă.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский йывăр преступлени тунисен шучĕ чакнине хыпарланă. Ҫынсене вĕлерни  сахаланса пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Апла пулсан, лару-тăру ырă енне куҫса пырать теме те юрать.  Ҫемьесенче харкашусем пулнă тĕслĕхсем нумай пулни пур-пĕрех канăҫсĕрлетнине асăннă вăл.  

Прокурор вак предпринимательлĕх пайĕ пирки те чарăнса тăнă, тепре чухне ҫынсем ятарласа фирма регистрацилеҫҫĕ, тĕрлĕ суя ĕҫсем йĕркелеме, кайран хăвăрттăн кăна пăрахăҫлама та хăяҫҫĕ.  Ку енĕпе службăсене ҫивĕчрех ĕҫлеме каланă, пĕр-пĕринпе килĕшсе хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе, ултавҫăсене тупса палăртмаллине асăрхаттарнă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕнче тăрăшакан пай ертӳҫи Максим Федоров хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи ҫул халăхăн пурнăҫне упраса хăварассипе тата усал эрех-сăрасенчен сыхă тăрассипе курăмлă ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ.  Коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе регионта 2018 ҫулта аван ĕҫленĕ, кăтарту япăх мар, 20,5 процент пысăкрах тенĕ вăл сăмаха май.

Профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме, социаллă сферăсенчи учрежденисене кирлĕ пек хатĕрсемпе тивĕҫтерме район хула администрацийĕсем, хăшĕсем бюджетра сахал укҫа пăхса хăварнă, вĕсене ларура доклад тутарнă.  Куславкка, Красноармейски районĕсен администраци ертӳҫисем вырăнти лару-тăрупа паллаштарнă.    Элĕк, Ҫĕнĕ Шупашкарти лару-тăрусемпе те паллашнă, кăҫалхи ҫул валли палăртнă тĕллевсем пирки те пăхса хăварнă.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев эрех-сăра сиенĕ пирки чарăнса тăнă. Ку ыйтупа хăҫан йĕрке пулса ҫитет тесе асăрхаттарнă ертӳҫĕсене.    

2018 ҫулта ҫамрăксем, ҫула ҫитменнисем, йĕрке пăснă тесе 368 тĕслĕхе шута илнĕ. Координаци канашлăвне пухăннисем ҫамрăксем хушшинче ытларах профилактика ĕҫне йĕркелемеллине хушса каланă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов докладра ачасем усал ĕҫсем патне ан туртăнччĕр тесе, час-часах ятарлă службăра тимлекенсем вĕрентӳ мероприятийĕсем йĕркеленине хыпарланă.    Чăваш Ен Вĕренӳ министерстви финанс тĕлĕшĕнчен те ятарлă мероприятисене йĕркелесе пыма тĕрев панине асăннă министр.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский наркотиксем пирки чарăнса тăнă. Ҫула ҫитмен ҫамрăксем наркăмăшпа алхаснине асăннă, кăтарту хăпарнă 45,5 процент ӳснĕ тесе каланă. Канашра, Шупашкарта лару-тăру ҫивĕчленсе пынине палăртнă. Наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе уйăхлăх йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă прокурор. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче сĕнӳпе килĕшнĕ, вăл ĕҫе обществăлла организацисенче тимлекенсене явăҫтарсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.

«Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕсем яваплă, кун пирки манмалла мар. Вĕрентекенсен те кашни ыйтупа тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пымалла»,  тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс  хăйĕн сăмахĕнче ҫамрăксем ытларах ҫын пурлăхне хапсăнни сисĕнет тенĕ. Пирус туртни самай сиен кӳрет сывлăха. Ҫамрăксем ҫакна ăнланманни куҫкĕретех, тăтăшах наркăмăшпа алхасма шут тытаҫҫĕ. РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви уйрăмĕн Управленийĕн ертӳҫи Александр Полтинин хăйĕн сăмахĕнче, ачасене усрава илекен ашшĕ-амăшĕсем пирки сăмах пуҫарнă, вĕсем ҫине те ятарлă службăсен тимлĕх уйăрмаллине каланă.  

Лару ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, ертӳҫĕсем 2019 ҫул валли комплекслă ĕҫ планне пăхса тухса ҫирĕплетнĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  

Фоторепортаж



19 февраля 2019
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter