Стратегилле аталану тата проектсен ĕҫĕ-хĕлне тишкерессипе ĕҫлекен Чăваш Республики Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи черетлĕ Канаш ларăвне ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин стратегилле аталану тата проектсен ĕҫĕ-хĕлне тишкерессипе ĕҫлекен Чăваш Республики Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи черетлĕ Канаш ларăвне ирттернĕ.

Республика Правительствин Председателĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă Указĕ пирки аса илнĕ, унта палăртнă тĕллевсене 2024-мĕш ҫулччен пурнăҫа кĕртсе пымаллине палăртнă.

Документ ҫĕршыв аталанăвне кăтартса парать. Демографи, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ, ҫурт-йĕрпе экологи, хăрушсăрлăх теми, экологи, ҫул-йĕрсем тата ытти темăсем малти вырăна тухаҫҫĕ. Культура вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕ, таварсене экспорта куҫарасси тата ыттисем те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Республикинче пурĕ регион пĕлтерĕшлĕ 47 проект пурнăҫа кĕрет. Вĕсем Раҫҫей Президенчĕ палăртнă мĕнпур тĕллевсемпе пĕтĕмпех ҫыхăнса тăраҫҫĕ. «Ҫĕршыв Правительстви йышăнакан ĕҫ хучĕсем пĕтĕмпех республикăри документсем тӳр килсе пымалла», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.  

Ларура регионăн икĕ проекчĕн паспортне пăхса тухса ҫирĕплетнĕ.  

Тĕллевсенчен пĕри – Сăр юхан шывне тасатасси.  Ҫĕмĕрле тата Улатăр хулисенче пурăнакансене таса шывпа тивĕҫтересси. Регионти проекта экспорт, ыйтăвĕпе ҫыхăннине Раҫҫей Экономика министерствипе килĕшсе йĕркеленине палăртнă ертӳҫĕсем.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин планпа килĕшсе йышăннă мĕнпур ĕҫсем вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕрсе пымаллине асăннă. Кирек епле ĕҫе комплекслă туса пымалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви регионсене малашне те тĕрев парассине шанса каланă Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ.  Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалу укҫин виҫине хăпартса пыма 1,7 трлн бюджетра пăхса хăварнине, ҫитес ҫул валли те ҫак виҫе пулассине асăннă.      

Фоторепортаж



19 февраля 2019
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter