Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне «Деловая Россия» пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организаци президентĕнчен Алексей Репикран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне «Деловая Россия» пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организаци президентĕнчен Алексей Репикран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ.

 «Деловая Россия» организаци тата хам ятран Сире 2019 ҫулта нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче  «Роль бизнеса в достижении национальных целей» ятлă Форумра «Инвестиционный климат 2.0: новая среда для человека и бизнеса» темăпа иртнĕ сессинче пуриншĕн те питĕ кăсăклă ыйтупа доклад тунăшăн тав тăватăп.

Эсир хускатнă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем мероприятине хутшăннисен кăмăлне кайнă. Шанатпăр, малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырассине»,  тесе ҫырнă ҫырура.



20 февраля 2019
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter