Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвне ҫулленхи Ҫырăвĕпе тухнă

Президент России Владимир Путин: «Национальные проекты построены вокруг человека, ради достижения нового качества жизни для всех поколений»Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвне ҫулленхи Ҫырăвĕпе тухнă. Асăннă мероприяти «Манеж» ятлă Тĕп курав центрĕнче Мускавра иртнĕ.

Палăртнă мероприятине Федераци Канашĕн членĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, РФ Правительствин пайташĕсем, Аслă судсен ертӳҫисем, Раҫҫейри субъектсен Пуҫлăхĕсем, РФ регионĕсенчи Патшалăх Канашĕсен Председателĕсем, обществăлла организацисен ертӳҫисем, РФ МИХсенче ĕҫлекенсем пуҫтарăннă.

Асăннă пулăма Чăваш Енрен сумлă делегаци кайнă. Вĕсем: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Енри Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков пулнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ чи малтан хăйĕн сăмахĕнче, Ҫырура ҫĕршывăн социаллă пĕлтерĕшлĕ шалти ыйтусемпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем ҫине тимлĕх уйăрнине асăннă.

«…чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри, ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ Указ. Унти тĕллевсене пурнăҫласа пырасси тĕп приоритет шутланать. Наци проектĕнче пĕтĕмпех ĕҫсене комплекслă палăртнă. Ҫĕршывра пурăнакан граждансем пурнăҫ условийĕн шайĕ ырă енне улшăнса пырассине чăтăмсăррăн кĕтеҫҫĕ. Кашни ҫын паха ылмашусем пуласса ĕненет», - тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ.  

Ыйтусем вăрах вăхăт тăсăлса пыраканнисем, ҫапах та вĕсемпе ҫине тăрсах ĕҫлесе пымалла. Тĕллевсене пурнăҫлассишĕн ырми-канми тăрăшмалла тенĕ Владимир Путин.

«Вăхăта хĕснĕ. Кун пирки сире хам енчен пĕрре мар каланă. Эсир пурте лайăх пĕлсе тăратăр.  Саманта тăсса пыма вăхăт та ирĕк те никамăн та ҫук. Палăртнă тĕллевсенчен каялла чакма юрамасть. Пĕлетпĕр, ҫăмăлах мар, анчах та мĕнпур ыйтусене кирлĕ пек шайра пурин те пурнăҫласа пымалла. Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килес тесен, тĕнче шайĕнче пырас килсен пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма пĕлмелле. Пурсăмăрăн та малалла ăнтăлмалла, каялла чакма пачах та юрамасть», - палăртнă Раҫҫей Президенчĕ. РФ кашни регионĕнче, мĕнпур муниципалитечĕсенче наци проекчĕсем пурнăҫа кĕрсе пынине пурин те лайăх курса тăмалла.  

 



20 февраля 2019
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter