Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕнче йĕркеленĕ мероприятисене 8 пин ытла ҫын хутшăннă

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ пулнă.

Информаци ушкăнĕсем аякра вырнаҫнă ял тăрăхĕсенче пулнă, унта халăхпа тĕл пулса калаҫнă, ĕҫ ушкăнĕсенче актуаллă ыйтусене хускатнă, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.   

Тĕп тема – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫыру.

Кунсăр пуҫне информаци кунĕнче ытти ыйтусене те сӳтсе явĕҫ, вĕсем: цифрăллă эфир телекуравĕ, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси, граждансене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтересси, килте йытă таврашне усрамалли условисем пирки, йĕркесене ҫирĕп пăхăнасси тата ытти те.

Пурĕ палăртнă кун информаци ушкăнĕн членĕсем 280 ытла тĕлпулу ирттернĕ. Халăх йышлăн пухăннă, кăтарту  ҫынсен шучĕ 8,3 пинрен те иртсе кайнă.   Информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем асăннă кун граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Пурĕ 113 ҫын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки пуҫлăхсене пĕлтернĕ. Мĕнпур ыйтăва тĕрĕслеве илнĕ.

Ҫынсем ытларах социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительство ĕҫĕ пирки, ҫулсене юсасси тата ытти ыйтусене те тăтăшах хускатнă. Кашни ыйтăва халăх тулли хурав илнĕ. Вĕсем халăх  пурнăҫ шайĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.   



20 февраля 2019
18:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter