Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисем валли Кĕҫĕн физмат йĕркеленĕ

В Чувашском государственном университете создан Малый физмат для школьниковНарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Андрей Александровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем республикăра хушма вĕрентĕве аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, клас тулашĕнчи ĕҫсем пирки те сăмахланă.

Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче аслă шкулăн бази ҫумĕнче коворкинг-центр тата физика пĕлĕвне аталантарма май паракан уйрăм пирки каласа кăтартнă.

 

Коворкинг-центрта уҫă калаҫусем, тĕрлĕ вĕренӳ ушкăнĕсемпе ăмăртусене хатĕрлеме витĕм кӳрекен кружоксем ирттересси паллă тенĕ вăл. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем пĕр чăмăра пухăнса ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма вĕренĕҫ. Кунсăр пуҫне кĕҫĕн класра вĕренекенсем валли ятарлă условисем те хатĕрленессине хыпарланă.

Физика енĕпе лабораторинче 7-9-мĕш классенче вĕренекенсем тĕрлĕ енлĕ аталанса пырĕҫ. Кунта вара 10-11 класра вĕренекенсем те пĕлӳ шайне ӳстерсе пырасси куҫкĕретех пулĕ.   

Физика уйрăмне уҫма Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ĕҫ министерстви вĕрентӳ хатĕрĕсене туянма тĕрев панине асăннă. Чăваш Республикин хыснинчен тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕ те хушма пулăшу куҫарнине палăртнă. Пĕтĕмĕшле объект валли 11,9 млн уйăрнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Андрей Александрова шкулта вĕренекенсене наука тĕнчине явăҫтарма условисем йĕркелесе панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Паха ĕҫ опычĕ ытти аслă шкулсенче те пурнăҫа кĕрсе пымаллине палăртнă.   

Вĕренӳ учрежденийĕсенче ачасене наукăна ытларах явăҫтармалли пирки тăтăшах Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин калать, кун пирки Михаил Игнатьев тепĕр хут аса илсе хăварнă, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне ҫулсерен тухакан Ҫырăвĕнче те тимлĕх уйăрнă тенĕ.  Ачаран тарăн пĕлӳ илни ӳссе ҫитсен те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паха специалистсем  пулма та меллĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Патшалăх университетĕнче бассейн хута ярасси пирки сăмах пуҫарнă,  Андрей Александров строительство ĕҫĕсем кĕҫех тытăнассине хыпарланă, 2020-мĕш ҫулта студентсем аслă шкулта ырлăха курма пуҫлассине палăртнă.  

Фоторепортаж



21 февраля 2019
14:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter