«Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнтерсе ăс парасси, тăван тăрăха юратма тата хисеплеме вĕрентесси, кăмăл-туйăма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатасси тĕп тĕллевсенчен пĕри», – тенĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Укрепление духовно-нравственных семейных ценностей, патриотическое воспитание подрастающего поколения являются важнейшими задачами»Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче «Россия Православная» Пĕтĕм Раҫейри общество юхăмĕн Сăнав канашĕн председателĕпе Михаил Ивановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Раҫҫей историне тĕпе хурса обществăн ăс-хакăл тĕнчине ырă енне куҫарса пыма вĕрентесси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине асăннă хăна. Общество ата­ланӑвне ҫӳллĕ шая ҫĕклеме тата историпе культура еткерлӗхне ти­вӗҫ­лӗн сыхласа упрасси те кун йĕркинчех тăнине палăртнă вăл. Нацисем хушшинчи килĕшĕве, туслăха тытса пырасси ҫине те пысăк тимлĕх уйăратпăр тесе сăмаха тăснă ертӳҫĕ.

Михаил Иванов хăйĕн сăмахĕнче «Россия Православная» организацийĕн РФ  58 субъектĕнче ятарлă уйрăмĕсем пуррине хыпарланă республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева.  Палăртмалла, Чăваш Республикинче те ҫак ĕҫ кирлĕ пек шайра йĕркеленсе пырать. Вырăс Православи Чиркĕвĕсемпе пĕр-пĕринпе ăнланса ĕҫлени те куҫкĕретех. Мĕнпур службăра тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнура.   

Ҫӳлерех асăннă паллă юхăм ҫулсерен ырă ĕҫсем тăвать. Халăхшăн усăллă вĕсем. Чылай мероприяти пурнăҫа кĕртнĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре тĕне аталантарса пырассипе сахал мар ыйтăва пурнăҫланине хыпарланă. Условисем пурин валли те пĕр тан пулнине палăртнă.  «Россия Православная» организаци ĕҫне пысăка хурса хакланă, мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнтерсе ăс парасси, тăван тăрăха юратма тата хисеплеме вĕрентесси, кăмăл-туйăма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатасси тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Асăннă ыйтусем ҫине эпир яланах пысăк тимлĕх уйăратпăр», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.    

Фоторепортаж



21 февраля 2019
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter