Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раҫҫей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Владимирович Путинран Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин кунĕ ячĕпе салам ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ячӗпе Раҫҫей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Владимирович Путинран Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин кунĕ ячĕпе салам ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ.

«Эпир хамӑрӑн мӑн асаттемӗрсен нумай-нумай ӑрӑвӗн ҫапӑҫури паттӑрлӑхӗпе мӑ­наҫланатпӑр, вӗсем Тăван ҫĕршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн хӑюллӑн кӗрешнӗ. Паян вара Раҫҫей ҫарӗн патриотлӑхӗн ырӑ йӑли-йӗр­кине малалалла тӑсакан хастар еткерҫӗсене, хӑйсен пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва сыхлас ӗҫе халалланӑ, Присягӑпа тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫлакан паттӑр ҫынсене чыслатпӑр», - тесе ҫырнă салам ҫырӑвӗнче. 

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева саламланă май, ҫапларах ҫырнă: «Тăван ҫĕршыва чунтан юратни, унăн шӑпишĕн яваплăха туйса тӑни, ӑна хӑть хӑш вăхăтра та хӳтĕлеме хатӗр пулни миллионшар ҫыннӑн мирлĕ пурнăҫне шанчӑклӑн сыхлакан ҫар ҫынни­семшӗн кӑна мар, ҫӗршывӑмӑрти мӗн пур ҫыншӑнах тĕп пуянлăхсенчен пĕри пулнӑ та, пулать те. Пире пурсăмăра та пĕр тӗллев пӗрлештерсе тӑрать – Раҫҫее вăйлă та чечекленекен ҫĕршыв туса хурасси».  

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Председателĕ Валентина Матвиенко республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева уяв ячĕпе саламланă.

«Ҫар ҫыннисен паттăрлăхĕпе хӑюлӑхӗ хӑть хӑш саманара та Раҫҫей патшалăхӗн мӑнаҫ­лӑхӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫисем наци хăрушсăрлăхĕпе ҫӗршы-вӑмӑрӑн хӳтӗлев пултарулӑхне ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ, унӑн ырлӑхӗшӗн тă­рăшас ӗҫре кашни ҫынах пӗлтерӗшлӗ пулнине хӑйсен хастарлӑхӗпе тата хӑюлӑхӗпе витӗмлӗн ҫирӗплетеҫҫӗ. Юратнă Раҫҫейӗмӗрӗн патриотла йăли-йĕркисем, ҫĕнтерĕвĕсем ӳссе пыччĕр, унăн мухтавĕ ҫӗкленсе пытăр!», - тенĕ салам йĕркисенче.

Чăваш Республикин Пуҫлăхне тата республикăра пурăнакансене Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Полномочилĕ представителĕ Игорь Комаров та саламланӑ:  

«Паян эпир Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳшĕн кĕрешнисене тата ҫар тивӗҫне «хĕрӳ вырăнсенче» пурнӑҫлама тивнӗ ҫар ҫыннисене чыс тăватпăр.  Тăван çĕршывăмăрăн интересĕсене шанчăклăн сыхлакансене тата çирĕппĕн хӳтĕлекенсене, çĕршыв ырлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлекенсене, Раççей Федерацийĕнче тăнăçлăхпа çирĕплĕхе тивĕçлипе сыхласа упрассишĕн пĕтĕм вăйне парса тăрăшакансене саламлатпăр. Пурте вĕсем – хӳтĕлевҫĕсем. Ҫитĕнекен  ҫамрăксемшĕн вĕсем ырă тĕслĕх вырăнĕнче.     Пулас ăру геройсен паттăрлăхне  сума суса асра упрать тата Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен чаплă çар йăлисене тивĕçлĕн çĕнетсе пырать. Раҫҫей оборона промышленноҫĕн комплексне аталантарса ҫирĕплетме витĕм кӳнисене, хăйсен пурнăҫне, вăйне, пĕлĕвне, паха ĕҫ опытне ӳстерсе пырассишĕн тăрăшакансене те тав сăмахĕсем калатпăр хамăр енчен», – тенĕ салам йĕркисенче.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне РФ регионĕсен пуҫлăхĕсенчен, федераци министерствисенчен, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенчен, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тăрăшакансенчен, ахаль ҫынсенчен саламсем чылай килсе тăраҫҫĕ. Вĕсем пур те регион Пуҫлăхне, республикăра пурăнакансене çирĕп сывлăхпа паттăрлăх, чун çирĕплĕхĕпе иксĕлми ырă шанăç, çитĕнӳсем тата лайăх кăмăл-туйăм сунаҫҫĕ. 



22 февраля 2019
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter