Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешĕмĕрсем!

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Раҫҫей патшалӑхне хӑйӗн чиккисене хӳтӗлеме, ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварма пӗр хутчен кӑна мар тивнӗ, ҫавӑнпа та пирӗн ҫӗршывра ҫар ӗҫне уйрӑмах хисепе хураҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ.

Хӑть хӑш саманара та Раҫҫей хӳтӗлевҫисем пысӑк паттӑрлӑхпа, хӗрӳ хастарлӑхпа, иксӗлми хӑюлӑхпа тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннипе уй­рӑлса тӑнӑ.

Ҫар ҫыннисен хальхи ӑрӑвӗ, мирлӗ пурнӑҫа тата ҫынсен канлӗхне шанчӑклӑн сыхласа, хӑйсен мӑн аслашшӗсен мухтавлӑ йӑли-йӗркине тивӗҫлӗн малалла тӑсать. Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен салтакӗсемпе офицерӗсем служба ӗҫне яваплӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫар задачисене чыслӑн татса параҫҫӗ, тулашри чӗнӳсемпе хӑрушлӑхсене тивӗҫе парӑнса тата пы­сӑк ӑсталӑх кӑтартса сирсе яраҫҫӗ.

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен шанчӑклӑ смена ӳсет. Чӑваш Енри ытларах та ытларах шкул ачи кадетсемпе юнармеецсен ретне тӑрать. Вӗсенчен чылайӑшӗ аслӑ ҫар вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме, хӑйсен пурнӑҫне яланлӑхах Раҫҫей ҫарӗпе ҫыхӑнтарма ӗмӗтленнине палӑртма камӑллӑ.

Халӑх хушшинче патриотлӑха чӗртсе тӑратасси паян пирӗн патшалӑ­хӑмӑрӑн тӗп ӗҫӗсенчен пӗри шутланать. Пирӗн хамӑр ҫӗршывӑн мухтавлӑ историйӗпе тивӗҫлипе мӑнаҫланмалла кӑна мар, ҫавӑн пекех унӑн ырӑ пу­ласлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫлемелле. Хӑть хӑш патшалӑх вӑй-хӑва­чӗ те шӑпах вӗт кашниех хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне хӳтӗлеме хатӗр пулнинчен йӗркеленет.

Пурнӑҫне юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн хӳтӗлев пултарулӑхне тата хӑрушсӑр­лӑхне ҫирӗплетес ӗҫе халалланӑ мӗн пур ҫынна тав тӑватӑп!

Сире пӗтӗм чунтан тӑнӑҫлӑхпа ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата ӑнӑҫулӑх су­натӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                      Михаил Игнатьев



22 февраля 2019
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter