Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси тата 2018 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăҫа кĕнĕ ҫĕнĕлĕхсем

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси тата 2018 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăҫа кĕнĕ ҫĕнĕлĕхсем пирки.

Ҫĕнĕ стандартсене пурнăҫа кĕртессипе, Чăваш Ен малта пыракан вунă регион шутĕнче тăрать. «Ытти регионсемпе танлаштарсан, эпир чи лайăх хатĕрленнисем. Пур уйрăм ыйтусем, ăҫта кирлĕ пек шайра татса паманнисем. Паянхи кун та вĕсем вăраха тăсăлса пыраҫҫĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе, хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче контейнерсем вырнаҫтарса лартманни сисĕнкелет.  Коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн пухăнакан укҫасене те вăхăтра тата кирлĕ пек шайра пуҫтарса ҫитерменни курăнать тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.

Республика Пуҫлăхĕ «МВК «Экоцентр»  ТМЯО  хăй ҫине илнĕ ĕҫе яваплăха туйса, таса чунпа саккунсене пăхăнса пурнăҫласа пыма чĕнсе каланă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те кĕске вăхăт хушшинче татма хушнă. Чăваш Республикин Строительство министерствине, Чăваш Енри патшалăхăн ҫурт-йĕр инспекцийĕн ĕҫченĕсене йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫыхăннă ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеве илме каланă, кулленех вырăна тухса тĕрĕслеме сĕннĕ.

Калăпăр, чылай ялта каяшсене хальлĕхе турттарса тухмаççĕ, анчах регион операторĕ, «Экоцентр» МВК, çынсене квитанцисем ярса парать. Тӳлеве кашни çын пуçне тесе палăртнă, çав вăхăтрах хăшĕсем патне каяшсен калăпăшĕшĕн тӳлев ыйтакан хутсем те килеççĕ. Çакнашкал ыйтусем пайтах.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче, паянхи куна Чăваш Ен территорийĕнче усал ҫӳп-ҫапа 93 процента ҫити пухса тирпейлесе пынине хыпарланă.

Министерство Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвне тĕпе хурса, хула тата ялта пурăнакансем валли йăлари хытă каяшсене пухса тирпейленĕшĕн тӳлемелли хаксене пăхса тухнă. Хальĕхе вĕсене ҫирĕплетес тапхăр пырать. Енчен те халăх харпăр хăй хăпартнă ҫуртра пурăнать пулсан, унта хаксем ыттисенчен кăштах пĕчĕкрех пулмалла.  Ялта ҫынсем тĕрлĕ ҫӳп-ҫапа пĕлсе тирпейлеҫҫĕ, кирлĕ-кирлĕ мара тухса пăрахмаҫҫĕ, туллин усă курма тăрăшаҫҫĕ. Вучахра усал ҫӳпе ҫунтарма майсем тăваҫҫĕ, енчен те тимĕр-тăмăр пулсан, сутса услам илеҫҫĕ, ҫĕрекен япаласем пулсан, анкартинче усă курма тăрăшаҫҫĕ, пахча-ҫимĕҫе лайăх ӳсме ҫĕрĕн пурлăхне пуянлатаҫҫĕ.

Палăртса хăваратпăр, 2019 ҫулта кăрлач уйăхĕнче хака 20 процента ҫити пĕчĕклетнĕ. Вăл халĕ вара 60 тенкĕ те 71 пуспа танлашать.  Апла пулсан, пĕр ҫынăн уйăхне ҫак виҫене парса пымалла пулĕ.



25 февраля 2019
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter