«Раҫҫей Президенчĕн Ҫырăвĕнче граждансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерес, нумай ачаллă ҫемьесене тĕрев парас ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнă», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

 Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ  Владимир Владимирович Путин Федераци Пухăвне тухнă Ҫырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăҫлассипе ҫыхăннă ыйтусене, нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе ирттернĕ планеркăра анлăн сӳтсе явнă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫей Президенчĕн Ҫырăвĕнче граждансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн ыйтусене тарăн пăхса хăварнине асăннă.  Ҫемье, ачалăх ыйтăвĕсем ҫине тимлĕх уйăрнине те каланă вăл. Ҫырури палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тесе сахал мар мероприятисем ирттерме йышăннă. Вăтамран вĕсене пурнăҫа кĕртме 7 млрд. 450 млн тăкаклама пăхса хăварнă.

Хушма укҫа та кирлĕ пулĕ, вăл виҫе 2019 ҫулта кăтарту 2 млрд 268 млн танлашать. Амăшĕн капиталĕ валли укҫа-тенкĕ – 1 млрд 125 млн, вăл нумай ачаллă ҫемьесем валли пулĕ, енчен те паллах, ҫемьере виҫҫĕмĕш е малалли ачасем ҫуралсан. 

Ипотека кредитне парса татма вара 450 пин тенкĕ пулăшу куҫасси те паллă. Ҫемьери сусăр ачасене ҫитĕнтерме уйăхсерен пособи куҫарса парĕҫ, ăна туллин тивĕҫтерме 121,5 млн пăхса хăварнă.

Пенси ыйтăвĕсем те кун йĕркинче, пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫине илсе ҫитерме тата пенсине индексацилеме пурĕ 54,2 млн уйăрса хăварнă.

Халăха социаллă пулăшу пама, сахал тупăшлисене патшалăх тĕревĕпе тивĕҫтерме пурĕ 251,9 млн республикăн пĕрлештернĕ хыснинче уйăрса хăварнă.  Яслисенче ачасене вырнаҫтарма тата та 96,1 млн уйăрса хăварнă. Апла пулсан, патшалăх енчен пулăшу куҫарасси куҫкĕретех.

Сывлăх сыхлавĕ енĕпе, культура тытăмĕпе те ыйтусене пурнăҫа кĕртме укҫа-тенкĕ куҫасси паллă. Нумай ачаллă ҫемьесене налук тӳлессипе ҫăмăллăхсем кĕтеҫҫĕ. Палăртса хунă тăрăх, вăтамран нумай ачаллă 12809 ҫемье пулăшăва тивĕҫесси курăнать.

 Михаил Игнатьев «Земский учитель» программа пурнăҫа кĕрсе пыни ҫинчен сăмах пуҫарнă.  Ял тăрăхĕсенче, шкулсенче, квалификациллĕ кадрсемпе тивĕҫтересси те ыйту пĕлтерĕшлĕ, кун пирки ҫĕршыв Ертӳҫи Ҫырура асăнса хăварнă.   Палăртнă ыйтупа тĕллевлĕн ĕҫлесе пыма Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен  политикин министерствине хушу парса хăварнă регион Пуҫлăхĕ. 



25 февраля 2019
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter