Шупашкарта лашапа чупассипе "Чăваш Ен Пăр Кубокĕ–2019" иртнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев приветствовал участников соревнований «Ледяной Кубок Чувашии – 2019»Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта лашапа чупассипе Чăваш Ен Пăр Кубокĕ–2019 иртнĕ.

Торжествăлла майпа мероприятине уҫма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ. Паллă пулăма пухăннисене, спорт уявне хутшăнакансене Тăван ҫĕршывăн хӳтĕлевҫи кунĕ ячĕпе  регион Пуҫлăхĕ ăшшăн саламланă, мероприяти йĕркелӳҫисене тав тунă, пурне те ăнăҫусем, савăк кăмăл суннă.  

«Лашапа чупассипе спорт ăмăртăвĕсем республика территорийĕнче анлăн сарăлнă.  Ҫулсерен ăмăртăва хутшăнакансен тата курма пыракансен йышĕ ӳссех пырать. Паллă, ăмăртусем ытларах регионти районсемпе хуласенче «Акатуй» тата «Сабантуй» мероприятийĕсенче иртеҫҫĕ. Ăратлă лашасен завочĕн ятне пирĕн ентешĕмĕр, Василий Иванович Чапаева халалланă.  Предприяти ҫулсерен вăй илсе аталанса пырать.  Спорта аталантарас ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăратпăр», – тенĕ Михаил Игнатьев. «Спортивная школа по конному спорту» организацийĕн директорне Валерий Краснова тата «Гвардеец» ТМЯО генеральнăй директорне Анатолий Каргина республика Пуҫлăхĕ тав ҫырăвĕпе чысланă.    

Паллă кун спорт ăмăртăвне пухăннисене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Шупашкар хула ертӳҫи Евгений Кадышев тата «Племконзавод им. В.И. Чапаева» АУО генеральнăй директорĕ Роман Малов саламланă.

Кăҫал ăмăртусене Чăваш Енрен, Тутарстанран, Пермь хулинчен, Ульяновскран, Финляндирен хăнасем, юланутҫăсем,  килсе ҫитнĕ, хăйсен ăсталăхне чупура кăтартса панă. Яланхиллех мала тухнисене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарнă.    

Фоторепортаж



25 февраля 2019
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter