Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă

В 2024 году Чувашия планирует экспортировать сельхозпродукцию на сумму 50 млн долларовНарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă, 2019-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Мероприяти савăнăҫлă пулăмран пуҫланнă, хисепе тивĕҫнисене торжествăлла майпа наградăсем парса чысланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ларăва уҫнă май, регионăн бюджет ыйтăвĕсем пирки каласа кăтартнă, палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пĕлтĕрхи ҫул туллин пурнăҫа кĕртнине асăннă.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырăвĕнче  палăртнă тĕллевсене пурнăҫлама республика бюджечĕ хушма укҫа-тенкĕ тивĕҫессине хыпарланă, социаллă ыйтусемпе ĕҫлеме сахал мар тĕрев пулассине асăннă. Чăваш Республикин бюджечĕн тăкакĕсем пирки сăмахланă май, Раҫҫей Президенчĕн йышăнăвне тĕпе хурса, ҫулталăк вĕҫĕ тĕлне тăкак пайĕ 65 млрд кая пулмалла маррине пĕлтернĕ.

Бюджетăн тупăш пайне ӳстересси – экономика аталанăвĕпе тĕпрен ҫыхăннă. Ял хуҫалăх тытăмĕнче ытларах таварсене экспорта куҫарассипе тимлемелле.

«Ял хуҫалăх таварне тирпейлесе кăларакансен шучĕпе, Чăваш Ен 2024-мĕш ҫулсем тĕлне таварсене экспорта куҫарассипе ытларах та ытларах ĕҫлесе пырасси паллă, кăтарту 50 млн доллара та ҫитесси планра пур»  тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.    Пĕлтĕр япăх мар ĕҫленĕ, ял хуҫалăх таварне 23 млн доллар ют ҫĕршыва ăсатнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, ял хуҫалăх пайĕ пысăк пуласлăхлă тесе хакланă. Ҫамрăксене ĕҫлеме технологи вăй илсе пырать, условисем чаплă, ĕҫ укҫин шайĕ те ыттисемпе танлаштарсан сахал мар.

«Предпринимательлĕх тытăмне аталантарса пыма ытларах условисем тăвассишĕн ĕҫлемелле. 2019 ҫулта предпринимательсем валли 292 млн ытла патшалăх енчен пулăшăва пăхса хăварнă.  Нимĕнле чăрмав та ҫук»,  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Районăн экономика енчен хăватлăн аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем пур. Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫирĕппĕн каланă.   Апла пулсан, район ертӳлĕхĕн муниципалитет пĕрлешĕвĕн кăтартăвĕсене ӳстерсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеме тивет.

Шупашкар районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Димитриев хăйĕн докладĕнче районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.

2018 ҫулта района 2,7 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă. Кăтарту пĕчĕк мар, 63 процент пысăк пулни сисĕнет. Халăх валли 145 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  Пĕлтĕр, 16 инвестициллĕ проект пурнăҫа кĕртнĕ районта, вĕсене валли 331 млн тăкакланă. Кăҫал тата та 32 ҫĕнĕ проект пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă.  Районта чаплă проект пурнăҫа кĕрет, «Новочебоксарский» теплица комплексĕ, унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 6,6 млрд танлашать.  Комплексăн строительство ĕҫне инвесторсем 2,9 млрд тăкакланă. "ЧебоМилк" ТМЯО хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ферма хăпартса лартнă, унта харăсах мăйракаллă шултра 600 ĕне усрама пулать. Объектра ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхĕ малти вырăнта, «ăслă» производство ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче. Кăҫал предприяти тата та объект ҫĕклесе лартасшăн, предприятине сарса выльăх шутне ӳстересшĕн, сăвăнакан 1200 ĕне тытасшăн. «Агрофирма «Ольдеевская» АО ĕнесем усрама хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ферма хута янă, унта 414 ĕне усраҫҫĕ.  

Пĕр сăмахпа каласан, районта ытти предприятисем те кăтартуллă ҫĕкленсе пыраҫҫĕ, предпринимательлĕх тытăмĕ чăнласах та вăй илни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Этническая Чувашия» тата «Юрма» предприятисем те вăй илсе пыраҫҫĕ.

2019 ҫулта 25 ҫĕнĕ проект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă, вĕсене валли 9,3 млрд пăхса хăварнă. Халăх валли ҫĕнĕ 500 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленет. Владимир Димитриев районăн кăтартăвĕсене хăпартма пулăшакан пысăк пай – ял хуҫалăхĕ тесе каланă. Ҫĕр ĕҫченĕсене валли патшалăх енчен 758 млн куҫасси те паллă. 2018 ҫулта усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе те сахал мар вăй хунă районта.   

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ ӳссе пырать, кăтарту 6,8 процент хăпарнă, пурĕ 7 пин ытла ҫын тăрăшать.   Пĕлтĕр предприятисем патшалăх енчен пĕтĕмпе 47 млн пулăшу илнĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ аренда ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, халăхăн парăм пухăнса кайнине асăннă. Кăтарту сахал мар, 8,2 млн ҫитнĕ. Енчен те вĕсем укҫана вăхăтра куҫарса пынă пулсан, районта тата та 2-3 ҫĕнĕ шкул хăпартса лартма пулаччĕ вăл укҫапа тесе сăмаха малалла тăснă республика Пуҫлăхĕ.  Тавралăха тирпей-илем кĕртме те сахал мар тĕрев пулнă пулĕччĕ.

Строительство ыйтăвĕ пирки сăмах пуҫарнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ активлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă.

Анлă канашлура Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева, Чăваш Республикин финанс министрĕн ҫумĕ Ольга Метелева докладсем туса панă. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова тухса калаҫнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Шупашкар районĕн пуҫлăхĕ Николай Хорасев вырăнти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллаштарнă.  

Паллă, канашлура вырăнти халăх йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫыхăннă ыйтусене те тапратнă.  Ялсенче спорт объекчĕсене хута ярас ыйту та кун йĕркинчех тăнă вĕсен. Ҫĕр ыйтăвĕ, нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх пулăшăвне тивĕҫтересси  актуаллă. Ҫамрăксем сахал мар хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки каласа панă пуҫлăхсене.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуҫлăхĕ Шупашкар районĕн ҫыннисене мухтанă, кăтартуллă ĕҫленĕшĕн тав тунă.

«Пуласлăх муниципалитетăн пысăк. Пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесен ҫитĕнӳсем пулĕҫ. Влаҫпа халăх пĕр шухăшлă пулсан, тĕллевсем патне ăнтăлсан, ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайĕ тата та хăпарса пырĕ»,  сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



26 февраля 2019
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter