Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă

Глава Чувашии взял под контроль просьбы жителей Мариинско-Посадского районаНарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, муниципалитетăн 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă.

Ертӳҫĕсем вырăнти халăхпа пĕрле 2019 ҫул валли тĕллевсене палăртнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче регион бюджечĕн кăтартăвĕсем пирки каласа панă, республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкак пайĕ ҫинчен хыпарланă.  Влаҫ органĕсен тĕллевĕсем ҫинчен чарăнса тăнă, Наци проекчĕсем пирки сăмах пуҫарнă, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырăвĕнчи тĕллевсем пирки асăннă,   вĕсене пурнăҫа кĕртессипе пурин те тăрăшса ĕҫлемеллине палăртнă. РФ Президенчĕн хушăвĕсене пурнăҫа кĕртес тесе, хушма укҫа республика хыснине куҫать, ҫемьесене, нумай ачаллисене патшалăх тĕревĕ пуласси паллă, апла пулсан халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Республика бюджетне 2268 млн хушма укҫа-тенкĕ кĕрĕ.   

Хисеплисем палăртнă кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне тивĕҫнĕ.  Пултаруллă яш-кĕрĕм, ятарлă стипендине тивĕҫнисем, свидетельствăллă пулнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Анатолий Мясников тарăн доклад туса панă. Ҫулталăкĕпех район тăнăҫлă аталанса пынине пĕлтернĕ вырăнти ертӳҫĕ. Экономика потенциалĕ хăватланчĕ тесе сăмаха тăснă вăл.  Пурĕ инвестициллĕ 5 проект пурнăҫа кĕртнĕ, вĕсен калăпăшĕ 61 млн танлашать. Ку ĕҫ малалла та пырать. Кăҫал инвестициллĕ икĕ проекта пурнăҫа кĕртме палăртса хăварнă, вĕсен калăпăшĕ 80 млн танлашать. Район ҫыннисем ял хуҫалăхĕпе ытларах ĕҫлеме тĕллев лартнă.

«Смак-Агро» ТМЯО 400 ĕне усрама май паракан пысăк ферма хăпартса лартасшăн. «Марпосадкабель» АО производство калăпăшне ӳстересшĕн.

Ытти ĕҫсем те сахал мар, вĕсене пурне те плана кĕртсе хăварнине асăннă район администрацийĕн ертӳҫи. Экономика пайне хăпартма витĕм кӳрекен тытăм агропромышленноҫ пайĕ шутланать. Пĕлтĕр районта мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ ӳснĕ. Сĕт сăвăмĕ хăпарнă, кăтарту 4402 тоннăна ҫитнĕ 25, 3 процент пысăкки курăнать ытти чухнехинчен.     

Палăртма кăмăллă, хăмла лартса ҫитĕнтерес ĕҫе пуҫарса янă. Шуршăл салинче 4 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕнче вăй хуракансен витĕмлĕхĕпе ырлăха лартса хăварма май килнĕ. 2019 ҫулта кăтартăва тата та 4 га  ӳстерме тĕллев лартнă вĕсем.   Районăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те ҫук мар, вĕсем: ҫут ҫанталăк газĕпе усă курнăшăн парăм виҫи ӳсни, строительство тытăмĕ курăмлă аталанманни.

Газшăн парăма саплаштарма вырăнти администраци хыснинчен субсиди мелĕпе укҫа та куҫарма пăхнă. «Теплоэнерго» ТМЯО кăҫалхи ҫул нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне  парăма 490,6 пин тенкĕ пухса янă.    

Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхе ыйтусем ҫине тимлĕнрех пăхма каланă, ҫĕршĕн, пурлăхшăн предпринимательсенчен, енчен те вĕсем аренда шучĕпе усă кураҫҫĕ пулсан вĕсемпе, укҫана вăхăтра пуҫтарса пымаллине каланă.  Анлă канашлура Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева ытларах вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ пирки чарăнса тăнă, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă, патшалăх тĕревĕ пирки ăнлантарса панă.  Чăваш Республикин финанс министрĕн ҫумĕ Ольга Метелева докладра налуксем пирки каласа хăварнă, ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен пĕлтернĕ.

Канашлура РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, «Авангард» ТМЯО генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин тухса калаҫнă.  Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакансем хăйсене хумхантаракан ыйтусем пирки пухăннă ертӳҫĕсене хыпарланă. Вырăнти ҫынсене ҫулсем, газпа ҫыхăннă ыйтусем кăсăклантарнă. Ҫĕнĕ урамсене ҫут ҫанталăк газне кĕртме май пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пĕлнĕ. Ытти ыйтусем те сахал мар пулнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев граждансен сĕнĕвĕсене ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ, вырăнти халăха активлă пулнăшăн, уҫă калаҫнăшăн тав тунă, ҫитĕнӳсемпе палăрнишĕн мухтанă.   

Фоторепортаж



26 февраля 2019
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter