Федерацин налук службин Чăваш Енри тĕп Управленийĕн анлă канашлăвĕ иртнĕ, унăн ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

УФНС по Чувашии возглавило рейтинг эффективности деятельности территориальных налоговых органов в ПФОНарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Федерацин налук службин Чăваш Енри тĕп Управленийĕн анлă канашлăвĕ иртнĕ, унăн ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Пухăннисем 2018 ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, малашлăхри тĕллевсене палăртнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, налук органӗсен тухӑҫлӑ ӗҫӗ-хӗлӗсӗр патшалӑха йӗркеллӗн аталантарма май ҫуккине, отрасль ӗҫченӗсен ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе республика бюджечӗн шайлашулӑхӗ, граждансен умӗнчи социаллӑ тивӗҫсене пур­нӑҫласси тӳрремӗн ҫыхӑннине асăннă.

«Юлашки ҫулсенче республикӑри налук службин ĕҫченĕсем професси ӑсталӑхӗпе принциплӑхне тата паха опытне пула, налук тӳлевӗсенчен мӗнпур шайри бюджетсене кӗрекен укҫа-тенкӗ шайӗ курӑмлӑн ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Эпир пурсăмăр та пĕрле тухăҫлă ĕҫлесе пынине ҫирĕплетеҫҫĕ ҫак кăтартусем. Халăха налуксене вăхăта тата туллин тӳлесе пыма вĕрентесси пĕлтерĕшлĕ, ачаранах ҫак ăнлавсене ăша хывмалла», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Михаил Игнатьев йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, кирек-епле ĕҫе те тухăҫлă пурнăҫлама чĕнсе каланă.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Раҫҫей Федерацийĕн налук службин Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхĕ Марина Петрова тĕплĕ доклад туса панă.  2018 ҫулта мӗнпур шайри бюджетсене кӗрекен укҫа-тенкӗ виҫи курӑмлӑн ӳснине, кăтарту 2017 ҫулхинчен 13 процент хăпарнине пĕлтернĕ.  Налуксем пухассипе пĕлтĕр лайăх ĕҫленине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă ведомство ертӳҫи.

Чӑваш Енри налук службин ӗҫченӗсем хӑйсен умӗнче тӑракан тӗллевсене тухӑҫлӑн татса парса налук тӳлекенсене налук тӳлессипе ҫыхӑннӑ ти­вӗҫсене  пурнӑҫлама, административлӑ витӗме чакарма лайӑх май­­сем йӗр­ке­леҫҫӗ, налук тытӑмне тытса пырас ӗҫе ҫамӑллатма пулӑшакан хальхи йышши мал­та пыракан электрон технологийӗсене аталантараҫҫӗ тата ӗҫе кӗр­теҫҫӗ.  Налук службин ҫитĕнӳсем Раҫҫей Федераци шайĕнче те паллă, Чăваш Ен малта пыраканнисенчен пĕри тесен те йăнăш мар.  

Ларура Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри  тĕп Управленийĕн ертӳҫи Роза Кондратьева тухса калаҫнă, пĕрлехи ĕҫсен кăтартăвĕсем пирки ăнлантарса панă. 

Фоторепортаж



27 февраля 2019
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter