Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствин 2018 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкересси.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче министерство пурĕ патшалăхăн 77 пулăшăвне тивĕҫтерессипе ĕҫленине хыпарланă.  Вĕсенчен халăха социаллă пулăшу парассипе 65 тĕрлĕ ĕҫ тунине асăннă.

Граждансене социаллă пулăшу пама 2018 ҫулта Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви пурĕ 6,2 млрд уйăрнă.  Республикăра халăха социаллă пулăшу парас ĕҫ кирлĕ пек шайра пулса пырать. «Доступная среда» программăн хушма ĕҫ хучĕ активлă пурнăҫа кĕрсе пырать регионта. Сусăр ҫынсене тĕрлĕ объектсене ҫӳреме условисем хатĕрлес ĕҫ те туллин пурнăҫа кĕрет. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче пур ҫĕрте те пандуссем ҫирĕплетнĕ, айван утма пултарайманнисем валли хăтлă майсем йĕркеленĕ.  

Демографи лару-тăрăвне лайăх енне куҫарса пырасси тĕп приоритетсенчен пĕри. Нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен укҫа парса пулăшаҫҫĕ, ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене те татса параҫҫĕ. Республикăра пурăнакан кашни виҫҫĕмĕш ҫемье социаллă пулăшăва тивĕҫет. Нумай ачаллисен йышĕ 2012 ҫулхипе танлаштарсан чылай ӳснĕ, кăтарту 53,7 процент чухлĕ пысăкланнă.  2019 ҫулта нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен йышĕ 12 800 ҫитнĕ. «Содействие занятости населения» программăна кĕртнĕ мероприятисене 81 пин ҫын хутшăннă. Ҫынсене сахал мар ĕҫ вырăнĕ тупса панă, ĕҫсĕррисен шучĕ кунран кун сахаллансах пырать регионта.  

Ĕҫпе тивĕҫтерекенсем предприятисемпе организацисене пурĕ 1 482 ҫын кирли пирки ыйтса ҫырнă. Строительствăра, промышленноҫра сахал мар специалистсем кирлĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫамрăксем пирки кăсăкланнă, вĕсене ĕҫпе тивĕҫтерес ĕҫ епле пулса пыни ҫинчен ыйтса пĕлнĕ ведомство ертӳҫинчен. «Республикăра ҫамрăк яш-кĕрĕме ĕҫлеме условисем чылай. Пысăк технологи вăй илни куҫкĕретех. Халăх ытти хуласене кайса ан ĕҫлетĕр, хамăр тăрăхрах хăйсене тупма пĕлччĕр. Шалу укҫин виҫи те пĕчĕк мар» – тенĕ Михаил Игнатьев

Ларура нумай ачаллă ҫемьесем пирки сăмахланă май, вĕсене регионта регистра кĕртсе хăвармалли пирки асăннă. Виҫĕ ачаллисем ӳлĕмрен документлă пулĕҫ. Паллă, вĕсен  пурин те РФ гражданинĕсем пулмалла.  Ҫĕнĕлĕхе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2019 ҫулта пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнчен кĕртме тытăнмаллине палăртнă, ҫынсен удостоверениллĕ пулмалла тенĕ. 



27 февраля 2019
16:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter