Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕн анлă ларăвĕ иртрĕ, унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Депутаты Чебоксарского городского Собрания подвели итоги социально-экономического развития столицы Чувашии за 2018 годНарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă канашлăва хутшăннă. Мероприятине пухăннисем 2019-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Шупашкар хула пуҫлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Кадышев кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа тарăн доклад туса панă. Хулари проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма пысăк тĕрев панăшăн, Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата республика Правительствине мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Хула бюджечĕ 2018 ҫулта 12 млрд танлашнă, вĕсенчен 7 млрд ытла Раҫҫей Федерацийĕпе Чăваш Республикин бюджечĕсенчен пулăшу кĕнине хыпарланă ертӳҫĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тăрăшнипе, Атăлăн леш енне газ кĕртме Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсене газпа тивĕҫтерессипе йышăннă патшалăх программине кĕнине ырă хыпар пирки асăнса хăварнă вăл.   Объекта хута яма подрядчик паллă, вăл Мускавран «Стройгазмонтаж» ТМЯО. Ĕҫе 2020-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕнче вĕҫлеме плана кĕртсе хăварнă. «Атăл леш енне газ кĕрсен ҫĕнĕ ӳсĕм пуласса ĕненетпĕр.  Халăх валли пурăнма тата та хăтлă условисем йĕркеленĕҫ»,  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Евгений Кадышев.

Хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, ҫитĕнӳсем ҫинчен каласа хăварнă, ҫитменлĕхсене асăннă.  «2019 ҫул историшĕн паллă ҫулталăк. Шупашкар хулине 550 ҫул пулать», тенĕ ертӳҫĕ.  Юбилей ҫулталăкне халалласа хулара сахал мар строительство ĕҫĕсене плана кĕртсе хăварнине, вĕсене пурнăҫлассишĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемелине каланă вăл, паллă, проектсене пĕтĕмпех халăх шухăшĕпе сĕнĕвĕсене шута илсе хатĕрлесе пынă тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

Шупашкарта икĕ шкул хăпартса лартма тĕллев лартнă, ача сачĕсем 10 тăвасси планра пур. Ҫĕнĕ микрорайонсенче автомашина ҫулĕсене сарасси те, тавралăха тирпей-илем кĕртесси те, Чăваш Енри тĕп урамсене илемлетесси те комплекслă планра пуррине хыпарланă муниципалитет пуҫлăхĕ.  Раҫҫей туризмĕ хулапа килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ, Хĕрлĕ тӳремпе залива тĕпрен реконструкцилеме пăхса хăварнă.

2018 ҫулта хулара строительство ĕҫĕсем кирлĕ пек шайра пулса пынă, ытти ҫулхисенчен самай пысăкрах калăпăшпа ҫурт-йĕрсене хăпартнă, кăтарту 405 тăваткал метрпа танлашнă. 2019 ҫулта тĕллевсем тата та пысăк, кăтартăва 430 тăваткал метра ҫитерме пăхса хăварнă тесе каланă ертӳҫĕ сăмаха малалла тăсса.  Кунсăр пуҫне хулара ҫулсене сарассипе те сахал мар объекта пурнăҫламалла. Хăшĕ-пĕрисене реконструкцилемеллине асăннă муниципалитет ертӳҫи. Мускав ҫыранне илем кĕртес ĕҫ те малалла пырать, объектсем сахал мар.  Шкулсене юсасси, ача сачĕсене реконструкцилесси, вĕрентӳ хатĕрĕсене ҫĕнетсе пырасси, пурлăхпа техника базине пуянлатасси ыйтусем кун йĕркинчех тăнине палăртнă пуҫлăх.  Республика хыснинчен сахал мар укҫа-тенкĕ куҫнине палăртнă вăл.  Алексей Ладыков Михаил Игнатьев палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма пысăк тĕрев панăшăн тав тунă.  

Канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина доклад туса панă, муниципалитет бюджета епле тултарса пынипе паллаштарнă. Налук ыйтăвĕсемпе активлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă вăл доклада малалла тăснă май.   Предприятисемпе организацисем халăха «сăрă» схемăсемпе шалу укҫине тӳлесе пырасран та кулленех сыхă тăмаллине асăннă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева хăйĕн сăмахĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ пирки сăмахланă, 2024-мĕш ҫул тĕлне асăннă тытăмпа ĕҫлекенсен йышне 30 процент ытла ӳстерессишĕн тăрăшмаллине палăртнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова докладра вĕренӳ пайĕпе ҫыхăннă ҫĕнĕ проектсем пирки ăнлантарса панă, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăннă.  

Анлă канашлăвĕн ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетнĕ. Халăхпа тĕл пулса канашлани, вĕсен шухăшĕпе сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕҫлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Влаҫпа халăх пĕр шухăшлă пулсан, пĕр-пĕринпе килĕшсе, ăнланса ĕҫлесе пырсан, ҫитĕнӳ тума та ҫăмăлрах пулĕ тенĕ сăмаха тăсса.  «Хамăр тĕллĕн ҫеҫ йышăнакан ыйтусем яланах пурне те килĕшмесен те пултараҫҫĕ. Ҫавăнпа та тачă ҫыхăну тытмалла граждансемпе» – тесе хушса каланă республика Ертӳҫи.  

Муниципалитет пурлăхĕсемпе предприятисемпе организацисем усă курни куҫкĕретех, анчах та аренда укҫине ҫав вăхăтрах вăхăтра тата туллин тӳлеменни вара пурне те пăшăрхантарать. Ыйтупа активлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă вырăнти ертӳлĕхе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Коммуналлă технологисем» ТМЯО 483 млн парăм пухса янă. Предприяти муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнăшăн укҫана вăхăтра татса пыманни, халăха чăрмав кӳрет. Ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть тесе асăрхаттарнă ертӳҫĕсене республика Пуҫлăхĕ.  

Энергоресурсемпе усă курнăшăн та парăм виҫ сахал мар. Енчен те укҫа-тенкĕсене вăхăтра граждансенчен пухса пымасан, ҫитес хутса ăшăтмалли тапхăр чăрмавлă пулма пултарассине асăрхаттарнă регион Ертӳҫи.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăраха тăсса пыма юрамасть, ҫийĕнчех татса парассишĕн ĕҫлемеллине асăннă Пуҫлăх.  Атăл шывне тасатма БРИКС тĕнчипе паллă банк, хулана 4 млрд пулăшу пама йышăннă. Региона шанаҫҫĕ, ĕненеҫҫĕ. Эпир лайăх ĕҫлесе пынине кура, банксем тĕрев параҫҫĕ тенĕ Ертӳҫĕ. Республика обществăлла финанспа пĕлсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине ҫирĕплетеҫҫĕ ҫак кăтартусем.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ытти актуаллă ыйтусем тавра сăмахланă май, строительство, туризм, предпринимательлĕх ыйтăвĕсемпе ҫивĕчрех ĕҫлесе пыма сĕннĕ муниципалитет ертӳлĕхне. Республика бюджечĕ ҫинчен те ăнлантарса панă, наци проекчĕсем пирки каласа кăтартнă. Хисепе тивĕҫнисене ҫак кун мероприятинче торжесвăлла майпа патшалăх наградисене парса чысланă.   

Фоторепортаж



27 февраля 2019
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter