Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă

Михаил Игнатьев принял участие в совещании с активом Новочебоксарска

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă. Унта вăл анлă канашлу ĕҫне хутшăннă. Пуҫлăхсем вырăнти активпа пĕрле муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене тишкернĕ, пĕлтĕрхи кăтартусене пăхса тухнă, ҫитес тапхăр валли тĕллевсене палăртнă.  

Хисепе тивĕҫнисене палăртнă кун патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Пултаруллă яш-кĕрĕмпе, общество пурнăҫне хастар хутшăннăшăн, свидетельство парса чысланă. Нумай ачаллă Ефремовсен ҫемйине амăшĕн капиталне тивĕҫтернĕ.  

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче мероприятине килнисене уҫă калаҫăва хутшăнма чĕнсе каланă. Сăмах май, муниципалитет ҫулран ҫул ырă енне улшăнса пынине, тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланние, халăх валли пурăнма хăтлă условисем йĕркеленнине асăнса хăварнă Пуҫлăх.  Халăх хушшинче ыйтăм йĕркеленĕ, пĕтĕмлетӳсем тăрăх, граждансене ытларах ЖКХ пулăшăвĕсем, медицина шайĕн пахалăхĕ, ĕҫсĕррисен шучĕ пысăк пулни кăсăклантарать. Вырăнти ертӳлĕхĕн халăхăн сĕнĕвне шута илме тăрăшмалла, вĕсене пурнăҫлассипе ҫине тăрсах ĕҫлемелле тесе асăрхаттарса хăварнă регион Ертӳҫи. Влаҫ органĕсем умĕнче пысăк тĕллевсем, нацин 12 проекчĕпе туллин ĕҫлесе пымалла. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федераци Пухăвне янă Ҫырăвĕнчи пысăк тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурин те пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма вĕренсе пымаллине уйрăммăн палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Халăхăн пурнăҫ ырă енне куҫса пынине паянах туймалла, апла пулсан, вăраха тăсса ĕҫсене йĕркелеме никамăн та ирĕк ҫук», тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова тарăн доклад туса панă.  Муниципалитетри промышленноҫ предприятийĕсен ҫитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă, хулан социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ ҫинчен тĕплĕнрех каласа кăтартнă. Пĕлтĕрхи пекех «Химпром» ПАО, «Перкарбонат» ТМЯО, «Хевел» ТМЯО, «Чебоксарский трубный завод» ТМЯО, «Швейная фабрика «Пике» ТМЯО кăтартуллă ĕҫлесе пынине асăннă вырăнти ертӳҫĕ. Ытти предприятисемпе организацисем те вĕсенчен юлманнине, ҫитĕнӳсем тăвассишĕн ырми-канми тăрăшнине хыпарланă.

Хула администрацийĕн пуҫлăхĕ муниципалитетри транспорт инфратытăмĕ пирки ăнлантарса панă, социаллă сферăсене тĕпрен модернизацилесе пынине асăннă, хулан сăн-сăпатне ырă енне улăштарса пырассипе активлă халăхпа пĕрле ĕҫленине пĕлтернĕ.

«2019 ҫулта хулан хутлăхне хăтлăлатма 41,4 млн уйăрнă. Укҫа-тенкĕ ытларах ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртме тăкакланĕ», тесе сăмаха малалла тăснă Ольга Чепрасова.  

Кунсăр пуҫне хула кăҫал федераци центрĕнчен Кванториум хута яма, пултаруллă ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма 88 млн илесси те планра пур тенĕ вăл.   

Муниципалитетăн ертӳҫи Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева, хулана аталанса пыма пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ҫĕнĕ Шупашкарта ачасен хушма пĕлĕвне аталантарас ыйту ҫине те пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Кăҫал ача садне хăпартса лартма плана кĕртнĕ. Объектăн строительство хакĕ 138 млн танлашать, ăна пурнăҫлаканĕ «Стройград» ТМЯО пулĕ.

Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхе хула хуҫалăхĕпе тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пыманнине палăртнă. Ҫĕрсемпе, пурлăхпа предпринимательсем аренда шучĕпе усă кураҫҫĕ, анчах та укҫа-тенкĕне вăхăтра куҫарса пыманни сисĕнет, парăм 38 млн ҫитнĕ.  Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушса хăварнă вырăнти ертӳлĕхе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырас ĕҫ тапраннă. Вăл мероприятисене йĕркелеме республика хыснинчен те сахал мар пулăшу куҫать. Вырăнти халăх хăйсен сĕнĕвĕсене тăратать, шухăшĕсене пĕлтерсе объектсене тирпейлеме сĕнет. Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, ун чухне шăпах та, республикăри районсемпе хуласене субсиди мелĕпе куҫармалли виҫе пирки тарăн ыйтăва тишкернĕ. Кăтарту сахал мар, кăҫал валли хыснара 209,8 млн уйăрнă, унпа 457 проекта пурнăҫа кĕртме тивет.  

Канашлура ытти актуаллă ыйтусене те сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина,  Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫлĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тата ытти официаллă ҫынсемпе хутшăннă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хула ĕҫне хакланă, хăй енчен ҫитĕнӳсене палăртнă, ҫитменлĕхсене асăнса хăварнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, кун йышши мероприятисем пĕр-пĕрин шухăшне пĕлме, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварма майсем тупса панине каланă. Сăмах май, регион Ертӳҫи кăҫал федераци хыснинчен куҫакан укҫа-тенкĕн калăпăшĕ пирки хыпарланă, кăтарту ытти чухнехинчен 21,5 процент чухлĕ пысăкрах тесе пĕлтернĕ ырă хыпара. Хушма укҫа РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Ҫырăвне пурнăҫа кĕртме те куҫасси паллă тенĕ вăл сăмаха тăсса. «Раҫҫей Президенчĕ мĕнпур сферăра пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрмалла тесе каланă. Апла пулсан, пурсăмăрăн та пуҫаруллă ĕҫлемелле. Пĕр-пĕрин ҫине шанса вăхăта вăраха тăсса пыма никамăн та ирĕк ҫук. Килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пымалла», тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ҫĕнĕ Шупашкар халăхне активлă ĕҫленĕшĕн мухтанă, малашне те ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ. Пурне те пуҫаруллă пулнăшăн тав тунă.

Фоторепортаж



28 февраля 2019
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter