Кăҫал Чăваш Республикинче пĕтĕмпе граждансен пуҫаруллă 457 проектне пурнăҫлама плана кĕртнĕ

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ĕҫе пухăннисем патшалăх тата муниципалитет программисемпе ҫыхăннă йышусем пирки канашланă, хулан хутлăхне хăтлăлатассипе палăртнă ыйтусене сӳтсе явнă. Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи объектсене тирпей-илем кĕртес, ăна пурнăҫлама Чăваш Республикин республика хыснинчен субсиди уйăрас, унăн йĕркине ҫирĕплетес ыйтусем кун йĕркинче тăнă.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче, халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма республика хыснинчен 50 процент таран укҫа куҫса пынине, ытти 50 процентне граждансем хăйсен ирĕкĕпе пуҫтарнине пĕлтернĕ.  

Мĕнпур ĕҫсене кăҫалхи ҫул йĕркелесе пыма 385 млн пăхса хăварнă, вĕсенчен федераци бюджетĕнчен 383 млн, республика хыснинчен 2,7 млн уйăрма палăртнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, проектсене пурнăҫа кĕртме муниципалитет пĕрлешĕвĕсен килĕшӳсене алă пусса ҫирĕплетес ĕҫе пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен вĕҫлесе пымаллине асăнса хăварнă.   Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусемпе паянтанах ĕҫе кӳлĕнме юрать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Халăхăн шухăшне тĕпе хурса, чи малтан хăшĕсемпе ĕҫлеме пуҫламаллине пĕрле граждансемпе сӳтсе явмалла, ыйтăм йĕркелемелле. Ҫынсем уҫăлса ҫӳреме юратакан вырăнсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла», чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче 2019 ҫулта граждансен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма республика бюджетĕнче 227,3 млн пăхса хăварнине хыпарланă. Вĕсенчен хула таврашне тирпейлеме 17,5 млн, ял территорийĕсен инфратытăмне ҫĕнетме 209,8 млн плана кĕртнине асăннă.

Кăҫал пĕтĕмпе 457 проекта пурнăҫа кĕртмелле. Коммуналлă хуҫалăх пайĕпе – 160 проект, социаллă сферăпа – 28 проект, автомашина ҫулĕсене сарма 121 проект тата ыттисем те.    

Пĕтĕмпе ҫак ĕҫсене пурнăҫлама 246 пин ҫын хутшăнма кăмăл тунă. Предприяти ертӳҫисем, вырăнти халăхпа пĕрле  хăйсен ирĕкĕпе мĕнпур проектсене валли 51,9 млн пăхса хăварнине пĕлтернĕ Сергей Артамонов.  

«Проект ĕҫĕсене хутшăнас текенсен шучĕ ҫулсерен ӳссех пырать. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ те лайăхланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Граждансем пуҫаруллă пулни паха. Вĕсем хăйсем пурăнакан территорисем тирпейлĕ пулччĕр тесе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ», – сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.     



28 февраля 2019
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter