Бюджет укҫипе усă куракан организацисен газшăн парăм Чăваш Енре 27,5 процент чакнă

В Чувашии задолженность за газ бюджетных потребителей в 2018 году сократилась на 27,5%Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпром» ПАО Директорсен канашĕн Председателĕ Виктор Зубков видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ ĕҫе хутшăннă.  

Ларăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов пухăннă.

Виктор Зубков хăйĕн сăмахĕнче ҫĕршывĕпе газшăн парăм 181 млрд пуҫтарăннине пĕлтернĕ. 2018 ҫулта пĕтĕмĕшле парăм виҫи 11 млрд хăпарнă тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Юлашки вунă ҫул хушшинче «Газпром» регионсене пĕтĕмпе 350 млрд инвестици хывнă.  Парăмсене пăрахăҫлассипе кашни субъект тăрăшать. Хăйсем ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлать.

«Газпром» ПАО Директорсен канашĕн Председателĕ ӳлĕмрен енчен те регионсем парăм чылай пухса ярсан, вĕсене пулăшу енчен кăштах виҫене чакарма шухăшлать тенĕ вăл.

Ларура Атăлҫи тăрăхне кĕрекен регионсен ертӳҫисен доклачĕсене итленĕ, вăл шутран Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та калаҫнă.   

Бюджет укҫипе усă куракансен газшăн парăм Чăваш Енре 27,5 процент чакнă тенĕ регион Пуҫлăхĕ. 

2019 ҫулта нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ҫутҫанталăк газĕшĕн регионăн 2 млрд 339,9 млн парăм пуҫтарăннă.  «Коммуналлă технологисем» ТМЯО мĕнпур парăмран 70 проценчĕ ытла шутланать.  

Михаил Игнатьев муниципалитет пĕрлешĕвĕсене республика хыснинчен парăмсене саплаштарма укҫан тĕрев парса пулăшнине хыпарланă. 2017 ҫулта Ҫĕмĕрле, Куславккасене 422 млн уйăрнă, объектсене тирпейлеме майсем туса панă.

«Газпром»  ПАО Директорсен канашĕн Председателĕ Виктор Зубков хăйĕн сăмахне малалла тăснă май, ыйтупа пурне те активлăрах ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.  Чăваш Енре кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, парăмҫă-организацисемпе ĕҫлĕ канашлу ирттерме сĕннĕ.

Фоторепортаж 



28 февраля 2019
16:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter